Çӗнӗ хыпарсем

«Таса вăрмансем» акцин кӗркуннехи тапхăрӗ пуçланать

ТР Министрсен Кабинетӗнче ытларикун иртнӗ черетлӗ брифинга хальхинче вăрман темине, тӗрӗсрех каласан вӗсене упрассипе кăçал мӗн-мӗн тунине тата мӗнле акцисем иртессине халалланăччӗ. Тутарстанăн тӗп вăрманçи Равиль Кузюров хăйсен профессилле уявӗ умӗн журналистсене ведомствăн ӗçӗпе паллаштарчӗ.

Аса илтеретпӗр, вăрмансене упрассипе çыхăннă «Экологи ăнăçлăхӗ» наци проекчӗн «Вăрмансене упрасси» федераллă проекчӗ 2025 – 2030 çулсене пăхăннă. Ун шайӗнче пурнăçланать те «Тутарстан республикин вăрманӗсене упрасси» регион проекчӗ. Çак тӗлӗшпе федераллă бюджетран кăçал 160,8 миллион тенкӗ уйăрнă. Унпа вăрмансене çӗнетме, вăрлăх, ятарлă техника туяннине пӗлтерчӗ Равиль Кузюров.

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра пӗтӗмпе 2550 гектар (вӗсенчен 1200-шне регион проекчӗпе) лаптăкри вăрмана каснă, хăрнă йывăçсен вырăнне çамрăккисене лартса çӗнетнӗ. Пурӗ 1807 гектара йывăçсем лартса хӳтлӗх йăрăмӗсем тунă, вăрман питомникӗсене йывăç вăрлăхӗсем акса хăварнă. Çапла майпа вăрмана çӗнетес ӗçсене пӗтӗмпе 4357 гектарта ирттернӗ. Паянхи кун тӗлне 10,3 пин гектар ял хуçалăх çӗрне вăрман фондне куçарнă. «Çăкăр ӳсмест-тӗк, кун пек çӗрте вăрман пусать», – терӗ кун пирки Равиль Кузюров.

лесовосстановительные работы

Лартмалли хунавсем ӳстермешкӗн вăрлăх хатӗрлесси питӗ кăткăс ӗç пулсан та министр сăмахӗпе, кăçалхи план – 11455 килограмм. 1174 килограмне пухнă та ӗнтӗ. Вӗсенчен 617 килограмӗ хыр, 342 – чăрăш, 15 – хурăн, 185- кавруç (ясень). Хунавсем акса ӳстермелли çӗнӗ плантацисем валли кӗркунне тата 10 гектара сухаласа хăварассине те пӗлтерчӗ спикер. Хальхи вăхăтра республикăра ытларах хыр вăрманӗсем ӳсеççӗ пулсан. Малашне вӗсене çулçăллă йывăçсем лартса хутăш вăрмансене çавăрас шутлă иккен. Капла вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх чакать-мӗн.

Вăрмансенче кăçал та пӗр пушар та тухманнине уйрăммăн палăртрӗ спикер. Çак тӗлӗшпе вăрмансене вӗсем космосран, сывлăшран, çӗр çийӗн сăнаса тăраççӗ, халăхпа калаçусем ирттерни те пулăшать. Кăçал вăрмансемпе юнашар çӗр лаптăкӗсенче тӗтӗм тухнă – 328, вут тухнă 215 тӗслӗхе вăхăтра асăрхаса ӗлкӗрнипе вăрмансене çунма паман. Сăмах май, пушар хăрушлăхӗн сезонӗ апрелӗн 15-мӗшӗнче пуçланнă кăçал. Хăрушлăх вăрмансенче октябрь çурричченех пулать-ха, çавăнпа вăрмана кӗрсен вутпа асăрхануллă пулмаллине манмалла мар.

«Тутарстанăн таса вăрманӗсем» акцин кӗркуннехи тапхăрӗ кăçал сентябрӗн 14-мӗшӗнче пуçланать те ноябрӗн 14-мӗшӗчченех пырать. Яланхи пекех çак вăхăтра вăрмансене çӳп-çапран, хăрса йăваннă йывăçсенчен тасатӗç. Кунсăр пуçне октябрӗн 3-10-мӗшӗсенче «Вăрмана упраса хăваратпăр» пӗтӗм Раççей акцийӗ те пулать. Акци валли вăрман хуçалăх министерстви 57 участок хатӗрленӗ. Акцире 1 миллион тӗп йывăç хунавӗсем лартса хăварӗç. Унта предприяти-организацисем, кăмăл пур хуть камăн та хутшăнма ирӗк пур. Акци ăçта та хăçан пулнине вара ТР Вăрман хуçалăх министерствин сайтӗнче пӗлме пулать.

 


общество

Нет комментариев