Суйлав валли 5,8 миллон ытла  бюллетень хатӗрленӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлав валли 5,8 миллон ытла бюллетень хатӗрленӗ

Сентябрӗн 8-мӗшӗнче Хусантан республика районӗсене 5,8 миллион ытла суйлав бюллетеньне ăсатнă. Вӗсем сентябрӗн 18-20-мӗшӗсенче иртекен суйлавра кирлӗ пулаççӗ.

Фото ИА
Суйлав валли  бюллетеньсем хатӗр.  

Тутарстанăн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев пӗлтернӗ тăрăх, бюллетень çынсене сасăлама май паракан пӗлтерӗшлӗ документ. Çавăнпа вӗсене никам та пăсма е вăрлама ан пултартăр тесе бюллетеньсене хуралпа ăсатаççӗ. Тутарстанра суйлав участокӗсем ӗçлеме пуçланине те каласа хăварнă вăл. Çынсем унта мӗнле тата ăçта сасăламаллине пӗлме, килте сасăлас тесен заявлени çырма  е урăх меллӗ меслет суйласа илме пултараççӗ. Хуласенчи суйлав участокӗсем 9.00 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен ӗçлеççӗ, ялсенче – 8.00 сехетрен пуçласа 19.00 сехетчен.

«Идел-Пресс» издательствăн генеральнăй директорӗ Анас Аскаров бюллетеньсене мӗнле туни çинчен каласа панă. Вăл  пӗлтернӗ тăрăх, типографире талăкӗпех пӗр чарăнмасăр 13 кун ӗçленӗ, документсене хатӗрлеме 60 тонна хутпа 500 килограмм сăрă кирлӗ пулнă. Суйлав валли 2,9 миллион ытла кăвак бюллетень, çавăн пекех пӗр мандатлă округсем валли 2,9 миллион ытла симӗс бюллетень хатӗрленӗ. Бюллетеньсен ятарлă хӳтӗлев сеткипе микрошрифт пур.

Тăххăрмӗш созыври Раççей Патшалăх Думин депутачӗсен суйлавӗ сентябрӗн 18, 19 тата 20-мӗшӗсенче иртет, суйлава 10 политика партийӗ хутшăнать. Парламента хутăш системăпа йӗркелӗç: 450 мандатран пӗр çуррине (225 вырăна) федераллă парти списокӗсем тăрăх, иккӗмӗшне – пӗр мандатлă суйлав округӗсем тăрăх. Тутарстанра çавăн пекех вырăнти парламента тата муниципалитетăн власть органӗсен депутачӗсене те суйлаççӗ.


выборы 2026 депутаты госдума РФ

Нет комментариев