Хаклă çыннăмăр, юратнă мăшăр, атте, кукаçи-асатте – Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнăра пурăнакан Анатолий Викторович КОРСАКОВ паян, ноябрӗн 3-мӗшӗнче, 70 çул тултарать
Юбилей ячӗпе ăна чун-чӗререн саламласа çутă та вăрăм кун-çул, çирӗп сывлăх, тулли телей сунатпăр. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул! Кил ăшшине упраса, ача-пăчапа, мăнуксемпе савăнса тата нумай-нумай çул пурăнмалла пултăр!
Эс пурри пире савăнтарать,
Пурăнма тата хăват парать.
Ялан пул эсӗ пирӗнпе пӗрле
Çумра, йышра, тулли кӗрекере!
Мăшăрӗ, ачисем, кинӗсемпе кӗрӳшӗ,
мăнукӗсем, йышлă тăванӗсем.
Нет комментариев