Анатолий Николаевич МОКШИНА 50 çул тултарнă ятпа!
Тӗп хыпар

Анатолий Николаевич МОКШИНА 50 çул тултарнă ятпа!

Чи хаклă çыннăмăра, мăшăра, аттене, тăванăмăра, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче пурăнакан Анатолий Николаевич МОКШИНА мартăн 10-мӗшӗнче 50 çул тултарнă ятпа, сумлă юбилейпе чун-чӗререн хӗрӳллӗн саламлатпăр!

Çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, тулли телей, ырлăх-пурлăх, ӗçре ăнăçу сунатпăр. Чун çамрăклăхне ан çухат, куçусем йăл кулăпа çиçчӗр, ӗмӗтленни пурнăçлантăр.
Илемлӗ ӳсӗм – аллă çул
Пур опыт, ăс-хакăл та ик çыншăн.
Пуçна ан ус, тăванăмăр, нихçан,
Сан пурте пур-çке пурăнмашкăн –
Çемье те мăшăр, ывăлсем,
Тус-тăвансен пысăк эртелӗ.
Пуян эс пул мулпа та чунупа,
Ан парăн нихăçан йывăрлăха!
Мăшăрӗ Надежда, Станислав ывăлӗпе кинӗ Ирина,
ывăлӗсем Владиславпа Ярослав, Алексей, çывăх тăванӗсем.


Нет комментариев