Атя Тинкеше бильярд выляма!
Нумай пулмасть çак ял çӗнӗ Культура çурчӗпе тата спорт площадкипе пуянланчӗ
Июлӗн 28-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Тинкеш ялӗнче хитре, çӗнӗ, капăр клуб тата спорт лаптăкӗ уçăлчӗç.
Уяв кунӗ иртенпех Тинкеш урамӗ кӗрлесе тăчӗ. Клуб заведующийӗ Нина Захарова хăнасене ăшшăн, уçă кăмăлпа, питӗ тарават кӗтсе илчӗ. Хăнасем Пăваран, тӗрлӗ ялсенчен тата чăвашсен “Уяв”, вырăссен “Рябинушка”, тутарсен “Лейсан” халăх ушкăнӗсем уява пуçтарăнса килнӗ. Вӗсем Тинкеш урамне ташă-кӗвӗпе тата тӗрлӗрен чăвашла, вырăсла, тутарла юрăсемпе илем кӳчӗç. Урамра уяв тӗлне ӗлӗкхи тӗрлӗ художествăллă выставкăсем хатӗрленӗ, çавăнтах тата кăкшăм тăвакан Павел Ярхунов та пур. Клуб умне Альших, Тинкеш ялӗсен çыннисем хăйсен килти ӗçӗсене пăрахса, хаваспах уяв курма пуçтарăннă.
Çапла часах пысăк хăнасем те Пăваран, Хусантан килсе çитрӗç. Хăнасене йăла-йӗрке тăрăх çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç. Шкул ачисем вӗсене пурне те Пăвари шкул тулашӗнчи ӗçсен центрӗнче хатӗрленӗ матрешка-сувенирсем парнелерӗç. Килнӗ хăнасем трибуна умӗнче ăшă сăмахсем каларӗç, клуб тăвакансене мухтарӗç, хисеплерӗç.
Район ертӳçи Ранис Камартдинов тав сăмахӗ каласа, клуба малашне те паянхи пек кӗрлесе тăма сунчӗ тата клуб заведующине Нина Захарована ăшă сăмахсем каласа, çӗнӗ клуб валли телевизор туянма сертификат парнелерӗ. Хусантан килнӗ хăнасем клуб валли кирлӗ япаласем илме 100 пин тенкӗлӗх сертификат парса савăнтарчӗç.
Юлашкинчен Альших ял поселенийӗн пуçлăхӗ Александр Андреев тав сăмахӗ каларӗ. Малашне те çӗнӗ клуб кӗрлесе тăрасса шанатпăр, терӗ. Ун хыççăн пуçлăхсем лента касса клуба уçса кӗчӗç. Вӗсене çутă, çӗнӗ, хитре клубра музыкăпа искусство шкулӗнче вӗренекенсем тӗрлӗ инструментсемпе тутар халăх кӗввине выляса кӗтсе илчӗç.
Хăнасем вырнаçса ларсан, Роза Дубова сцена çинчен ял халăхӗн ячӗпе тав сăмахӗ каларӗ. Хăйӗн шăнкăрав пек сассипе тӗлӗнтерсе, чăваш, вырăс, тутар чӗлхисемпе илемлӗ юрăсем шăрантарса саламларӗ.
Килнӗ хăнасем малалла спорт лаптăкне уçма васкаса кайрӗç. Унта та çынсем нумай пуçтарăннă. Спортсменсем баскетбол выляççӗ. Спорт ушкăнне Альших шкулӗн физкультура учителӗ Сергей Киргизов йӗркеленӗ.
Уява пухăннă ял халăхне çӗнӗ клубăн сцени çинче пысăк концерт лартса пачӗç. Районти халăх ушкăнӗсем виçӗ чӗлхепе юрăсем шăрантарчӗç. Тутар юррисенче хурлăхлă юрăсем пурри те сисӗнчӗ, залра ларакансен куçӗсем шывланчӗç. Виктор Моисеевпа Ильсеяр Кузьмина та илемлӗ юрăсем шăрантарчӗç. Юрăçсене тăвăллăн алă çупса тав турӗç. Юлашкинчен “Уяв” халăх ушкăнӗ “Чӗнӗр хăнана…” юрăпа концерта вӗçлерӗ. Куракансем савăнăçлă уявран тулли кăмăлпа килӗсене саланчӗç.
Нина Албутова.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев