Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Австрали команди Хусана çитрӗ

Австрали команди чемпионат вăхăтӗнче Хусанта пурăнать. Июнӗн 16-мӗшӗнче Франци командипе вылять.

 Чемпионатчен шутлă кун кăна юлчӗ, тӗнчери футбол болельщикӗсене Раççее ан килччӗр тесе тем те пӗр шутласа тупса хăратаççӗ пулин те, чемпионата килес текенсен кăмăлӗ  улшăнманни сисӗнет. Раççее чемпионат хăнисем кăна мар, футбол командисем те майпен çитсе пыраççӗ.  Паян кăнтăрла 12.50 сехетре Хусана Австрали команди вӗçсе килчӗ.

Чемпионат вăхăтӗнче вӗсем Хусанта «Ак Барс» хоккей командин базинче пурăнаççӗ, «Трудовые резервы» стадионра тренировкăсене ирттереççӗ.  Кунсăр пуçне Австрали команди Хусанта мундиалӗн ушкăнсен тапхăрӗнче пӗр матч та ирттерет. Июнӗн 16-мӗшӗнче Франци командипе вылять. Тунтикун, июнӗн 11-мӗшнче,  Австрали команди уçă тренировка ирттерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чемпионат мира по футболу