Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Кăçал Нурлатра иртекен республика Уявӗнче чăнласах Чăваш туйӗ пулать

Июнӗн 29-мӗшӗнче Нурлатра «Уяв» Республикăн чăваш наци культурин уявӗ иртет.

Паян «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцин спикерӗсем чăвашсем пулчӗç: Нурлат районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи, Нурлатри Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗн директорӗ Галина Терентьева, Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗн режиссерӗ Джулия Ильдиярова, ТР ЦНКА Ӗçтăвком председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев. Олеся Илифанова ертсе пыракан «Çăлкуç» чăваш халăх ансамблӗ юрăсемпе, такмаксемпе журналистсене чăваш наци уявӗн хумне парнелерӗ.

Тӗлпулун сăлтавӗ – июнӗн 29-мӗшӗнче Нурлатра иртекен «Уяв» Республикăн Чăваш наци культурин уявӗ. Йӗркелӳçӗ-спикерсем мероприятин вăрттăнлăхӗсене уçрӗç, ыйтусем çине хуравларӗç.

Паллах, Уявăн тӗп пайӗ – юпа çапса çынсене усал-тӗселтен хӳтӗленӗ хыççăн алăран алă тытăнса юрăпа карталанса утасси.

Анчах ирхине 9 сехетре ӗçлеме пуçланă тӗрлӗ-тӗрлӗ площадкăсенче курма, хутшăнма пынисем хăйсемшӗн тата нумай интереслисене асăрхӗç. Ярмарккасенче ал ӗç ăстисен япалисене туянма пулать: Чăваш Республикинчен 30 ăста килмелле, Тутарстанран та йышлăн пулӗç.

Аваллăх арчинчен туртса кăларнă ача-пăча вăййисене аслисем те выляма хавас пулӗç, чăваш наци апатне тутанса пăхма кăна мар, килӗшнӗ çимӗçӗн рецептне те илме пулать.

Уяв программинче йăлана кӗнӗ конкурссем те иртеççӗ: «Выля, хут купӑс!», «Юрла, чӑвашла», «Ташла, чӑвашла», «Уяв пики – 2025»,  Чăваш Алшăллипе çыхăнса чăваш кӗрешӗвне хктшăнакансен йăлана кӗнӗ турнирӗ «Кӗрешӳ».

Кăçал уявра чăваш туйне ирттересси – çӗнӗлӗх, пуриншӗн те кăсăк пулӗ çакна сăнама. Пӗрремӗш – пӗрлешсе çемье çавăракансем сценарие пăхăнса вылякан артистсем мар, чăннипе çемье çавăрма шут тытнă каччăпа хӗр. Туйра пулса иртекен йӗркесем – халăх йăлисем.

2025 çулта иртекен мероприятисене Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине асăнса, паян Раççей интересӗсене хӳтӗлесе СВОра çапăçакансене сума суса хатӗрленӗ интерактивлă площадкăсем  ӗçлӗç: «Своих не бросаем» тата «Фонд для Победы». Волонтерсем йӗркеленӗ мастер-классенче маскировка сетьне çыхма, окоп çуртисене тума вӗрентӗç.

Уява ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев хутшăнӗç.

Июнӗн 27 – 29-мӗшсенче Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен «Аталан» юхăмӗ йӗркеленӗ Пӗтӗм Раççейри чăваш çамрăкӗсен форумӗ те çакăнтах иртет. Унта пултаруллă 100 çамрăк тăван культурăпа çывăхрах паллашӗç. Вӗсем валли мастер-классем йӗркелӗç.

Йӗркелӳçӗсем «Уява»  профессиллӗ  артистсем килессине те пытармарӗç, вӗсен ячӗсене те пӗлтерчӗç: ЧР халăх артисчӗсем Вячеслав Христофоров, Августа Уляндина, «Сувар» тата «Суварята» ташă ансамблӗсем, Полина Борисова, Данила Зайцев, Хусанти «Ӗмӗт» этно-фолк ансамблӗ, Мускаври «DIVA» фолк-ушкăн.

Йӗркелӳçӗсем пурне те Уява хутшăнма, курма пыма чӗнеççӗ. Мероприяти интереслӗ пулӗ, килӗсене «Уяв» хăнисем тулли кăмăлпа таврăнӗç.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Национальные праздники