Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чӑваш журналисчӗсен премине пирӗн ентеше парӗҫ

2009 ҫулта "Сувар" хаҫат редакцийӗ Чӑваш Журналисчӗсен союзӗ паракан Н.В.Никольский ячӗллӗ премие илме тивӗҫнӗччӗ

Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗ ҫулсерен ӗҫре палӑрнӑ корреспондентсемпе редакторсене премисем парса хавхалантарать. Кӑҫал та январӗн 19-мӗшӗнче ирттерекен Чӑваш пичечӗн кунӗ тӗлне номинантсен хушамачӗсем паллӑ пулчӗҫ.

Ҫемен Элкер ячӗллӗ Журналистсен премине илме Чӑваш наци телевиденийӗн Генеральнӑй директорӗн ҫумӗ Александр Магарин тивӗҫнӗ.

Александр Николаевич Ҫӗпрел районӗнчи Аслӑ Аксуран. Унӑн журналистикӑри ҫулӗ вӑрӑм, ӗҫлеме вӑл 1993 ҫулта "Сувар" хаҫатра тытӑннӑ. Халӗ Шупашкарта пурӑнать.

Ентеше тата ӗҫтеше ҫак пысӑк хисепе тивӗҫнӗ ятпа саламлатпӑр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев