Чӳклеме ирттерме тытăннăранпа Теччӗ республикăра малта
Сентябрӗн 6-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинче йăлари Чӳклеме уявӗ иртрӗ. Çулталăкри культура планне район мероприятийӗ пек кӗртсен те статусӗ ун тахçанах регионсен шайӗнче. Хальхинче те И.Я. Яковлевăн çуралнă çӗршывне районти пултарулăх ушкăнӗсемпе пӗрлех Чăваш Енри Шăмăршă, Елчӗк, Комсомольски муниципаллă округсенчен, Ульяновск хулинчен, Пăва, Нурлат, Çарăмсан районӗсенчен тата Шупашкартан «Сувар», «Суварята» ташă ансамблӗсем килнӗччӗ.
Кăнна Кушкинчи Чӳклеме вăл хăйне евӗрлӗ уяв тесен те юрать. Кунта килекен авалхи йăлапа пӗрлех Иван Яковлевич Яковлевăн пурнăçӗпе, пултарулăхӗпе çывăхрах паллашать. Музей алăкӗ иртенпех уçă çак кун. Ертӳçи Алексей Пыркин экспозицисемпе сехечӗ-сехечӗпе паллаштарма хатӗр.
Уяв пуçланиччен ал ӗç ярмаркки, сăра фестивалӗ, районти чăваш ялӗсен «кил-çурчӗсем» ӗçлеме пуçлаççӗ. Çавăнпа Кăнна Кушкинчи Чӳклемене иртерех çитни вырăнлă.
Чӳклемен форматне çӗнӗлӗх кӗртни те сисӗнчӗ. Йӗркелӳçӗсем хальхинче ачасене тимлӗх уйăрнă. Ятарлă площадкăсем йӗркелесе вӗсем валли халăх вăййисене хатӗрленӗ. Шăпăрлансем хаваспах тӗрлӗ ăмăртăва хутшăннине сăнама çав тери кăмăллă пулчӗ. Сцена çумӗнчи волейбол площадки те пушă тăмарӗ хальхинче, шкул ачисем унта кунӗпех волейболла вылярӗç.
Яланхи йăлапа уяв хăнасене урамра чăваш, вырăс, тутар, мордва наци тумӗллӗ пикесем халăх ӗçми-çимипе, ансамбльсем юрă-ташăпа кӗтсе илнинчен пуçланчӗ. Хăнасем сăра фестивалӗнче, чăваш кил-çуртӗнче пулчӗç, районти чăваш «çурчӗсене» те курса çаврăнчӗç.
Уява Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланăччӗ. Палăртса хăварам, ятарлă çар операцине ку районтан кăна 400 ытла салтакпа офицер хутшăнать. Шел, хăш-пӗрне ӗмӗрлӗхех çухатма та ӗлкӗртӗмӗр. Тен, çавăнпах пуль теччӗсем Чӳклемен прологне ытти çулсенчен сăпайлăрах ирттерчӗç хальхинче. Кун пек çăмăл мар вăхăтшăн вырăнлă та ку.
Никрут теми нихçанхинчен те хытăрах самана пулнипе-ши «Сувар» ансамбль (етӳçи Раççей ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, пирӗн ентеш А.Н.Музыкантов) салтака ăсатас йăлана ташă урлă кăтартнине куракансем сывламасăр тенӗ пек пăхса лартăмăр. Ун хыççăн тӗп йăлана пурнăçласа çӗнӗ тухăçшăн Аслă Турра, мăн-мăн асатте-асаннесене тав туса ăна çиме, çитес çулччен тӗрӗс-тӗкел упрама тата тăнăç пурнăç пама пил ыйтрӗç.
Несӗлсемпе Турра тав тумалăх вара чăнах та пур теччӗсен. Акă ӗнтӗ 6-мӗш çул тыр-пул ӳстерессипе республикăра малти вырăнта вӗсем. Кăçал та чи пысăк тухăç кунта çитӗннӗ иккен – пӗр гектартан 68 центнер! Чăн та, вырмана йăлтах вӗçлеймен-ха район хальлӗхе. Çанталăк пăсăлмасан тепрер эрнерен мӗнпур тырра пухса кӗртессе шанать район ертӳçи Рамис Хатыпович. «Володар Аркадьевич Тимофеевпа (Теччӗ чăвашӗсен лидерӗ. – Авт.) эпир чăвашсен Чӳклемине ирттерме тытăннăранпа республикăра малта пыратпăр», – терӗ вăл сцена çинчен Чӳклемен пӗлтерӗшӗ ахаль мероприятирен чылай анлăраххине палăртса. Иртенпе тăнă ăмăр çанталăк та акă заказпа тенӗ пек уяртса яни çакнах çирӗплетрӗ çав кун.
«ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗ» Ассоциацин председателӗ Экзам Саматович Губайдуллин чăвашсене ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн, ТР Правительствипе Патшалăх Канашӗн саламӗсене çитерчӗ. ТР Мордва наципе культура автономийӗн ертӳçи Наталья Михайловна Сабитова – ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ, Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн Д.А. Самаренкин тата республикăри мӗнпур чăвашсен ятӗнчен саламларӗç.
Чӳклемере ӗçре палăрнă вӗрентекенсене, культура сферин тата хуçалăх ӗçченӗсене Хисеп хучӗсемпе палăртас йăла та пур. Районăн чи матур чăвашӗсене кăçал та сцена çине кăларсах саламларӗç.
Малалла тахçан кӗтнӗ хаваслă концерт пуçланчӗ. Пултарулăх ушкăнӗсем сцена çине пӗр-пӗрне ылмаштарса кăна тăчӗç. Чăваш эстрада юрăçисем Алексей Шадриков, Елена Макарова юрлани чăн-чăн парне пулчӗ. Пысăк çемье уявӗ пек кăмăллăн иртекен уяв Чӳклеме кăçал та хăйӗн ăш-пиллӗхне хӗрхенмерӗ. Килнӗ чăвашсене пӗр-пӗринпе паллаштарчӗ, тахçан курманнисене тӗл пултарчӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев