Çулсерен туризм отраслӗ республика бюджетне 40 миллиард тенкӗ таран илсе килет
Çапах шутлаттараканни те пур. Çывăх вăхăтра турпоток ӳсӗмӗ кăштах чакма та пултарать. Ку кирлӗ таварсемпе услугăсен хакӗсемпе тата бизнесшăн налог ӳстернипе çыхăннă. Паллах, ку чухне çынсем çулçӳревсене сахалрах укçа тăкаклама тытăнаççӗ.
Çӗнӗ çулхи уявсем хыççăн республикăн министерствисемпе ведомствисем черетпе йăлана кӗнӗ тăрăх çулсерен иртнӗ çул кăтартăвӗсене пӗтӗмлетсе кăçалхи тӗллевсемпе задачăсем тăрăх коллеги ирттереççӗ. Январӗн 21-мӗшӗнче туризм отраслӗн пӗтӗмӗшле ӗç-хӗлӗпе паллашма пулчӗ. Кăçалхи коллеги вӗр-çӗнӗ Millenium Panorama хăна çурчӗн комплексӗнче иртрӗ. Коллеги ӗçне ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин хутшăнчӗ.

Ведомствăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе ТР Туризмпа патшалăх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов паллаштарчӗ. Вăл каланă тăрăх, турпоток çулталăк кăтартăвӗсемпе 8 хутчен ӳснӗ. Раççейӗпе вăл улттăмӗш вырăнта. 2025 çулхи кăтартусемпе турпоток 4,5 миллион çынран иртессе кӗтетпӗр. Ку 2024 çултинчен 4,6 процент ытларах.
ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин шучӗпе, Тутарстан – Раççейре пурăнакансемшӗн те, ют çӗршывсен турисчӗсемшӗн те илӗртӳллӗ вырӑн. Çулсерен туризм отраслӗ республика бюджетне 40 миллиард тенкӗ таран илсе килет.
«Тутарстан – туризмăн илӗртӳллӗ центрӗсенчен пӗри. Мӗншӗн тесен вӑл нумай нациллӗ республика, унта кашни халӑх хӑйӗн чӗлхине, хӑйӗн историйӗпе культурине упрать. Анчах чи пӗлтерӗшли регионта истори объекчӗсем сыхланса юлни. Пирӗн туристсене мӗн кӑтартмалли, мӗнпе кӑсӑклантармалли пур. Çакна тата ытларах тимлӗх уйӑрмалла тесе шутлатӑп. Туризм сферинчен бюджета налук майӗпе 40 миллиард ытла кӗрет», – терӗ парламент пуçлăхӗ.
Фарид Мухаметшин шучӗпе, Тутарстанри пек тӗрлӗ йышши туризм объекчӗсем урăх ниçта та çук. Çакна ЮНЕСКО еткерлӗхне кӗнӗ культура объекчӗсем те çирӗплетеççӗ. Республикăра вӗсем тăваттă таран.

Савăнмаллли те, шутлаттараканни те пур
Тутарстанра туризм аталанӑвӗ Хусанӑн пин çуллӑхне палăртнă çултан хăвăртланса кайнă. Çавӑнтанпа турпоток шайӗ сакӑр хутчен ӳснӗ. Çакăн пек кăтартусемпе паллаштарчӗ ТР Туризм енӗпе патшалӑх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов.
«Юлашки икӗ теçетке çулсем хушшинче туризм инфраструктури хӑвӑрт аталанма пуçларӗ. Уйрăмах тӗнче шайӗнчи мероприятисене пула, çавсен шутӗнче пӗтӗм тӗнчери çуллахи Универсиада, шыв спорчӗн тӗсӗсемпе тӗнче чемпионачӗ, футболпа тӗнче чемпионачӗ, ӗç профессийӗсемпе WorldSkills чемпионачӗ, патшалӑхсен пуçлӑхӗсен БРИКС саммичӗ. Çаксем пурте юлашки икӗ теçетке çулсен хушшинче Тутарстана туризм сферинче пысăк çитӗнӳсем тума пулăшрӗç», – палӑртрӗ комитет пуçлăхӗ.
Ун сăмахӗпе, Тутарстан туристсен юхӑмӗпе Атăлçире лидер пулса тăрать.

Çапах шутлаттараканни те пур. Сергей Иванов шучӗпе, çывăх вăхăтра турпоток ӳсӗмӗ кăштах чакма та пултарать. Ку кирлӗ япаласемпе услугăсен хакӗсемпе тата бизнесшăн налог ӳстернипе çыхăннă. Паллах, ку чухне çынсем çулçӳревсене сахалрах укçа тăкаклама тытăнаççӗ. Доллар хакӗ чакни те шалти туризм аталанăвне ура хурать иккен. Ют çӗршывсенчи кану вăйлă конкурент Раççей туризмӗшӗн. Раççей Туриндустри союзӗн кăтартăвӗсемпе 2025 çулта ют çӗршыва канма каякансен шучӗ 14 миллион çынпа танлашнă. Ку виçӗмçулхи кăтартусенчен 14 процент ытларах.
Уйрăм çынсем хваттерсене тара пани – хăна çурчӗсемшӗн чăрмав
Комитет председательне хăна çурчӗсене хваттерсене талăка аренда пани чăрмантарни шухăшлаттарать. Вӗсем конкурентсем пулса тăраççӗ ку сферăра. Тепӗр тесен, çынсен те ӗçлесе илме майсем пулмалла. Туристсенчен 50 проценчӗ хваттерте чарăнма кăмăллать иккен. Паллă ӗнтӗ, уйрăм çынсен хакӗсем хăна çурчӗсеннинчен самай пӗчӗкрех. Хăна çурчӗсен бизнесне тӗрев парас майпа Иванов шучӗпе кашни муниципалитетăн ку енӗпе ӗçе вăйлатмалла, çӗнӗ отельсем, кану базисем тумалла. Çавăн пек задача лартрӗ вăл коллегие пухăннисен умне. Аталанăва вăл «Туризм и гостеприимство» наци проекчӗн пурнăçланăвӗнче курать.
Раççей регионӗсен хушшинче те конкуренци аталанса пырать. Çынсемшӗн ку лайăх-ха, кашни кӗсйине кура вăл е ку регионри кану вырăнне суйлама пултарать. Тутарстанăн, паллах, харпăр интересӗ пысăк. Апла пулсан региона туристсемшӗн илӗртӳллӗрех, меллӗрех туса пымалла. Спикерсен шуӗчпе, ун пек майсем республикăн йăлтах пур.
Сăнӳкерчӗксем: https://gossov.tatarstan.ru
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев