Депутатсем ял çыннисемпе тата фермерсемпе иртмелли канашлусене май уйăхӗн иккӗмӗш çурринчен пуçлама шутлаççӗ
Семинар-канашлусен серийӗ Мензелере пуçланмалла. Унта вăл майăн 18-мӗшӗнче иртӗ. Вара черетпе Çӗнӗ Шуçăм, Арск, Пăва районӗсенче пулӗç.
Ял çыннисен ӗç активлăхӗпе пӗчӗк хуçалăхсене тӗрев парассипе çыхăннă зонăри канашлусем майăн иккӗмӗш çурринче пуçланмалла, пӗлтерет ТР Патшалăх Канашӗн пресс-служби.
Çак ыйтăва сӳтсе явнă паян, майăн 4-мӗшӗнче, парламентарисем республикăн муниципаллă районӗсенче агропромышленность комплексӗсене тӗрев парассипе иртмелли семинар-канашлусен программине пăхса тухма пуçтарăнсан. Ӗç ушкăнӗн пухăвне ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Марат Ахметов.
Семинар-канашлусен серийӗ Мензелере пуçланмалла. Унта вăл майăн 18-мӗшӗнче иртӗ. Вара черетпе Çӗнӗ Шуçăм, Арск, Пăва районӗсенче пулӗç. Яланхи пек канашлăва район, ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсем, харпăр тата çемье хуçалăхсен ертӳçисем, фермерсен ассоциацийӗсен, ял хуçалăх кооперативӗсен, профильлӗ министерствосемпе ведомствăсен представителӗсем, депутатсем хутшăнаççӗ.
Республикăра ку ырă йăла 2010 çултанпа пурнăçланса пырать. Нумай ыйтăва вăл çийӗнчех татса пама пулăшать. Ял çыннисене вара тӳрремӗнех власть представителӗсене хăйсене хумхантаракан ыйтăва пама пултарасси килӗшет. Патшалăх Канашӗн депутачӗсем Ял хуçалăх министерствин ӗçченӗсемпе пӗрле фермерсемпе тӗл пулса проблемăсене сӳтсе яваççӗ, патшалăх тивӗçтерекен пулăшу программисемпе паллаштараççӗ.
Курăмлă кăтартусен шутӗнче – харпăр хуçалăхсене патшалăх пулăшăвӗпе тивӗçтересси çинчен закон проектне йышăнни. Кăçал çак закона йышăннăранпа 10 çул çитет. Документ фермерсене, харпăр хуçалăхсене, патшалăх пулăшăвӗпе тивӗçтерессин мерисене палăртнă, ял çыннисене ӗçпе тивӗçтерессине тимлӗхе илме май панă, мăйракаллă шултра выльăх шучӗ чакассине вăхăтлă тытса чарма пулăшнă тата, паллă ӗнтӗ, ял çыннисен активлăхне ӳстерме.
Паяна Тутарстанра пурӗ 401 пин харпăр хуçалăха, 2,6 пин фермера тата 420 ял хуçалăх кооперативне шута илнӗ. Иртнӗ çулта пӗчӗк хуçалăхсем пӗтӗмпе 160 миллиард тенкӗлӗх ял хуçалăх продукцине вырнаçтарнă.
Сăнӳкерчӗк ТР Патшалăх Канашӗн пресс-службин. https://gossov.tatarstan.ru/pressa
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев