Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!
Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне
Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурăнакан Лидия Ивановнăпа Владимир Леонтьевич ОХОТНИКОВСЕМ çемье çавăрнăранпа январӗн 28-мӗшӗнче 55 çул çитет. Юратнă çыннăмăрсем! Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр! Тӗнчери мӗнпур ырлăха сунатпăр. Яланах хаваслă, чунăрсемпе çамрăк пулăр, тăван кил ăшшине упраса нумай-нумай çул пурăнăр. Ан чирлӗр, ан ватăлăр, пурнăçри йывăрлăхсене ан парăнăр. Эсир пурри пирӗншӗн пысăк телей!
Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне,
Йышăнсамăр тăван ачăрсен саламне.
Сиртен хаклă çынсем урăх çук тӗнчере,
Сирӗн çутă сăнарăр пирӗн чун-чӗрере.
Ывăлӗсемпе кинӗсем, хӗрӗпе кӗрӳшӗ, мăнукӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев