Фарид Мухаметшин: «Эпир пурте ял çыннисем. Сахал кам хулара çуралнă. Çавăнпа ялта мӗнле тата мӗнпе пурăннине пит лайăх пӗлетпӗр»
Паян, декабрӗн 26-мӗшӗнче, ТР Патшалăх Кашанӗн Председателӗпе Фарид Мухаметшинпа çулленхи пӗтӗмлетӳ пресс-конференцийӗ иртрӗ. Тӗлпулăва федераллă тата республикăри МХХсен представителӗсем хутшăнчӗç.
Паян, декабрӗн 26-мӗшӗнче, ТР Патшалăх Кашанӗн Председателӗпе Фарид Мухаметшинпа çулленхи пӗтӗмлетӳ пресс-конференцийӗ иртрӗ. Тӗлпулăва федераллă тата республикăри МХХсен представителӗсем хутшăнчӗç.
Фарид Мухаметшин Патшалăх Канашӗн çулталăкри ӗçӗсене палăртса республика парламенчӗн, обществăлла политика пурнăçӗнчи тӗп пулăмсем çинче чарăнчӗ. Паллах ӗнтӗ, социаллă пӗлтерӗшлӗ законсем йышăнни, вырăнти хăйтытмлăх реформи, закон пуçарăвӗсемпе парламентсен ӗçлӗ хутшăнăвӗсене самай тимлӗх уйăрчӗ.
«Паян эпир парламентăн 2025 çулта пурнăçланă ӗçӗсене пӗтӗмлететпӗр. Сирӗнпе, журналистсемпе – информаци политики енӗпе ӗçтешсемпе. Эсир хăвăрăн хаçат-журналсенче республика пурнăçне туллин çутатса тăратăр. Парламента парламент повесткине йӗркелеме, Тутарстанра пурăнакансен пурнăçне пырса тивекен актуаллă ыйтусене тимлӗхе илме пулăшатăр. Çав ыйтусене эпир профильлӗ комитетсен, экспертсен канашӗсен тата парламент ларăвӗсенче пăдхса тухатпăр. Çапла майпа эсир те закон кăларас ӗçе активлă хутшăнатăр», – терӗ Фарид Мухаметшин.

Парламент пуçлăхӗн шучӗпе, иртсе пыракан çулталăкăн чи пӗлтерӗшлӗ пулăмӗсен шутне ТР Раисӗн, тата вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен суйлавне кӗртмелле. Парламент тытăмӗ çӗнелсе пынине те асăрхаса хăварчӗ. Сăмахран, Раççей Геройне Расим Баксикова ТР Ӗç министерствине куçарнă хыççăн ун вырăнне – Законлăхпа право йӗркин комитечӗн председателӗн çумне Ринат Фазылов йышăннă.
Пӗлтерӗшлӗ ӗç шутне, паллах, Тутарстан парламентарийӗсем вырăнти хăйтытăмлăхсен икӗ шайлă власть тытăмне упраса хăварнине кӗртмелле. Патшалăх Думипе ку енӗпе калаçса татăлма пултарнине пысăк çитӗнӳсен шутне кӗртмелле. «Эпир пурте ял çыннисем. Пиртен сахал кам хулара – Хусанта е Çырчаллинче çуралса ӳснӗ. Ялта мӗнле тата мӗнпе пурăннине пит лайăх пӗлетпӗр эпир. Тав Турра икӗ шайлă тытăма упраса хăварма пултартăмăр. Ял çыннисен енӗпе тимлӗхе чакармалла мар. Вӗсем хăйсен ӗçӗпе тав тăваççӗ. Сӗт суса илессипе Раççейре эпир малтисен ретӗнче. Малашне те çак тимлӗхе вăйлатса пырас тетпӗр. ТР Раисӗ Рустам Нургалиевич та çапла задача лартать пирӗн ума. Пире çак пуçарушăн ытти субъектсем те тав тăваççӗ. Яллă территорисемшӗн ку питӗ пӗлтерӗшлӗ», – терӗ парламент пуçлăхӗ.

Фарид Мухаметшин палăртнă тăрăх, республика законӗсене нормативлă документсемпе шайлаштарма ӗç ушкăнӗ йӗркеленӗ. Сăмах кунта федераллă центрпа РФ субъекчӗсен полномочийӗсене палăртасси пирки. Пӗтӗмпе республикăра 90 законпа ытти право акчӗсене тӳрлетме тивнӗ. Çавсенчен 70-шне декабрӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ ларура тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Ыттисене çитес çулта йӗркене кӗртсе çитерме палăртнă.
Малалла Фарид Мухаметшин СВОна хутшăннисемпе вӗсен çемйисене, Тутарстанăн шефствине кӗнӗ Лисичанскпа Рубежное хулисене пулăшни çинче чарăнчӗ. Депутатсен вăйӗпе 1,6 миллион тенкӗ пуçтарса ача-пăча валли теттесепме пылак апат-çимӗç, гигиена хатӗрӗсем, тумтир туянса панă. Салтаксене квадрокоптерсем, БПЛАсем, эмелсем, дизельгенераторсем тата ытти кирлӗ япаласем туянса леçсе панă.
«Шефа илнӗ хуласене депутатсен корпусӗ, вырăнти хăйтытăмлăх органӗсем пиншер тонна гуманитари пулăшăвне леçнӗ. Депутатсем хăйсем те пӗрре мар леçме кайрӗç, район пуçлăхӗсем. Эпир Тутарстан çыннисене гуманитари пулăшăвне пуçтарма пулăшнăшăн тав тăватпăр», – терӗ Фарид Хайруллович.

Тепӗр ырă ӗçе – «Эстафета памяти» ыркăмăллăх акцине, ирттернине каласа хăвармалла. Депутатсем кашни пӗр кун ӗç укçине вăрçă ветеранӗсен вилтăприсене тупса çӗнӗрен пытарма куçарса панă. Ноябрь уйăхӗнеч ку ӗçе вӗçленӗ. Тăванӗсен юлман пурӗ 12 фронтовикăн вилтăприсене çапла майпа тирпее кӗртнӗ.
Журналистсем енчен те нумай ыйту пулчӗ. Вӗсенчен нумайăшӗ вырăнти хăйтытăмлăхпа, парламентсен хушшинчи ӗçлӗ çыхăнусемпе çыхăнчӗ. «Паяна эпир Раççейӗн 40 субъекчӗпе ӗçлӗ килӗшӳсем тунă. Кăçал виçӗ килӗшӗве алă пусса çирӗплетрӗмӗр. Унсăр пуçне патшалăх влаçӗн федераллă органӗсемпе – 2, ют çӗршывсен закон кăларакан органӗсемпе – 11 килӗшӳ çирӗплетнӗ. Ку пире ыттисен практикипе, ӗçӗн çӗнӗ формисемпе паллашма май парать. Эпир Беларуçпе ăнăçлă ӗçлетпӗр. Эрне каялла кăна ДНРпа килӗшӳ турăмăр. Тӗп тӗллев – хамăрпа хамăр питӗрӗнсе ларманни, çӗнӗ майсем шырасси», – терӗ Фарид Хайруллович.
Нумай пулмасть хуçасăр йытăсем пирки йышăннă «Килсӗр йытăсене эфтанази тăвасси çинчен» закон проекчӗ енӗпе те ыйту пачӗç журналистсем. Вӗсен шучӗпе, йытăсем тапăнни, вӗсем усалланни пӗтӗмпех çын явапсăрлăхне пула пулса пырать. Нумай чух çынсем ачи-пăчи валли йыт-кушак илеççӗ те йăлăхтарса çитерсен урама кăларса яраççӗ. Вӗсем паллах ирӗкре ӗрчеме пуçлаççӗ. Çынран тискер инкек, асап курнипе те усалланаççӗ йытăсем. Хӗнесе сусăрлатса пӗтернӗ, çăмӗсене кислота сапса çунтарнă, çăварӗсене монтаж кăпăкне тултарнă тата ытти тискрлӗхсем сахал мар. Пӗлтӗр акă килти чӗрчуна – йыт-кушаксене регистрацилессипе закон тухрӗ. Мӗнле пурнăçланса пырать вăл? Чип тăрăх çухалнă йыттăн хуçи кам пулнине палăртма пулать-çке. Анчах ку нумайăшне килӗшмест пулмалла. Явапран хăтăлас шутпа регитсрацилемеççӗ. Килӗрен тӗрӗслесе çӳремеççӗ паллах. Çавна май килсӗр йытăсен шучӗ ӳсет. Хăрушă инкексем пулаççӗ. Журналист шучӗпе, çынсене кун пек инкекрен сыхламалла, тата чӗрчунсене те хӳтӗлемелле, вӗсен енӗпе преступлени тунисене явап тыттармалла.

Парламент пуçлăхӗн шучӗпе ку питӗ çивӗч ыйту. «Çак проблемăна татса парас тесе нумай субъектра ӗç пырать. Думăна та çыру яма хатӗрленетпӗр. Халь ку енӗпе ӗç пырать. Мӗнле эпир йытăсемпе пулатпăр, вӗсем те пирӗнпе çапла. Анчах айăпсăр çынсен, ачасен, хӗрарăмсен вӗсенчен шар курмалла мар. Ветеринари службипе те канашлатпăр. Эпир кашни йытта персе пăрахмалла тесе закон йышăнмастпăр. Ытти регионсен йышăнăвӗсене пăхăпăр, хальлӗхе пурне те тивӗçтерекен йышăну çук. Чи малтан çынсен яваплă пулмалла. Йытă усрава илтӗн-тӗк – ăна пăх, йӗркеллӗ усра, юрат ăна. Хальлӗхе туса çитернӗ закон проекчӗ çук. Эпир сире илтрӗмӗр, сиртен те сӗнӳсем кӗтетпӗр», – терӗ Фарид Мухаметшин.
Пресс-конференцие вӗçлесе ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин журналистсен корпусне парламент ӗçне объективлă çутатса пынăшăн тав турӗ, çывхарса килекен çӗнӗ çулпа саламларӗ.
Сăнӳкерчӗк: https://gossov.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев