Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Фарид Мухаметшин: «Тутарстансемшӗн суйлав кунӗ уяв»

Суйлав участокӗнче Фарид Мухаметшин тӗрлӗ политика партийӗсенчен тӑракан суйлавçӑсемпе, сӑнавçӑсемпе калаçрӗ, вӗсене суйлавра ӗçленӗшӗн тав турӗ, ырӑ кун сунчӗ.

Патшалӑх Канашӗн председателӗ Фарид Мухаметшин ТР Раисӗн  тата муниципаллӑ йӗркеленӳсен депутачӗсен суйлавӗнче сасӑланӑ. Хусанăн Вахитов районӗнчи Совет союзӗн Геройӗ А.С. Умеркин ячӗллӗ 116-мӗш лицейра вырнаçнă  43-мӗш суйлав участокне парламент пуçлăхӗ мӑшӑрӗпе Луиза Акрамовнӑпа пӗрле килнӗ.

«Агитаци кампанийӗ питӗ интереслӗ те хӗрӳ иртрӗ. Республика Раисӗн суйлавӗпе те, депутатсен корпусӗн, муниципаллӑ йӗркеленӳсен суйлавӗпе те, – палӑртрӗ Фарид Мухаметшин журналистсемпе калаçнӑ май. – Республикӑра суйлава çемйипех хутшăнасси те ырӑ йӑлана кӗчӗ. Тутарстансемшӗн ку уяв. Суйлавра кӳршӗсемпе, туссемпе тӗл пулма пулать. Суйлава хутшăнса хăв шаннă тата тивӗçлӗ тесе шутлакан çыншăн сасăлаççӗ. Тутарстанăн ырă йӑли ку, пуçлану ăнăçлă пултăр!»

Сасӑланă хыççӑн Фарид Мухаметшин тӗрлӗ политика партийӗсенчен тӑракан суйлавçӑсемпе, сӑнавçӑсемпе калаçрӗ, вӗсене суйлавра ӗçленӗшӗн тав турӗ, ырӑ кун сунчӗ.

Паян республикӑра Тутарстан Республикин Раисӗн, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен депутачӗсен суйлавӗ иртет.

Аса илтеретпӗр, суйлав участокӗсем паян ирхине çиччӗре уçӑлнӑ, ӗç каçхине сакӑр сехетчен пырӗ. Ку вăхăтра республикӑра 2752 участок ӗçлет.

Фото: https://gossov.tatarstan.ru 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2025