Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Фарид Мухаметшина Хусан хулин хисеплӗ гражданинӗ ят пама сӗннӗ

Çакăн пек пуçарупа тухнă паян, апрелӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ Хусан хула Думин VII сессийӗнче хула мэрӗ Ильсур Метшин.

Патшалӑх Канашӗн Хисеплӗ Председательне Фарид Мухаметшина «Хусан хулин хисеплӗ гражданинӗ» ят пама йышăннă. Çакăн пек пуçарупа тухнă паян, апрелӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ Хусан хула Думин VII сессийӗнче хула мэрӗ Ильсур Метшин.

Фарид Мухаметшинăн пурнӑçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ Тутарстанпа унӑн тӗп хулин аталанӑвӗпе тачă çыхӑннӑ. Вӑл Тутарстан Патшалӑх Канашне 30 çул ытла ертсе пынӑ.

«Фарид Мухаметшин ӗç çулне ир пуçланӑ, профессилле ӳсӗмӗн кашни тапхăрне чыслă пурнăçланă. Заводра рабочи специальноçӗсенчен пуçласа патшалӑх шайӗнчи пысăк должноçсем таран ӳсӗм тунă. Пурнӑçне тӑван çӗршӗн ӗçлеме халалласа опытлӑ та ӑслӑ ертӳçӗ пек пысăк хисепе тивӗçрӗ», – тенӗ Ильсур Метшин.

Фарид Мухаметшин республикăн Аслӑ Канашне 1991 çулта ертсе пыма пуçланă. 1995 – 1998 çулсенче Премьер-министрăн тивӗçӗсене пурнăçланă. «Пӗтӗм çӗршывшӑн кăткăс лару-тăрура Фарид Хайруллович хӑйне мал курӑмлӑ политик пек кӑтартса республикӑпа федеративлӑ центр хушшинче шайлашу тупма пултарчӗ. Вӑл Тутарстан историйӗшӗн паллă пулăмсене активлă хутшăнчӗ. Шăпах вӗсенчен ӗнтӗ республикăн малашнехи аталанӑвӗ килчӗ», – хушнă  Ильсур Метшин.

Калас пулать, Фарид Мухаметшин Тутарстан Республикин суверенитечӗн право базине йӗркелес ӗçе пысӑк тӳпе кӗртнӗ. Çав шутра 1992 çулта регион статусӗ пирки референдум ирттерессине те. Премьер-министрта ӗçленӗ чух рынок реформисен тапхӑрӗнче экономикăн çирӗп йӗркеленӗвне тытса пынă. Предприятисене приватизациленӗ чухне республика интересӗсене хӳтӗленӗ.

Патшалӑх Канашне Фарид Мухаметшин 1998 çултан ертсе пыма пуçланӑ. Çак çулсенче вăл тăрăшнипе республика закон  пуçарăвӗсемпе çӗршывра лидер регионсен шутне кӗнӗ. Вӗсенчен 18-шне федераци шайӗнче йышӑннӑ. Ун пуçарăвӗпех кивелнӗ çурт-йӗре ликвидацилесси ăнăçлă йӗркеленчӗ, Хусан хулин историлле центрӗ çӗнелчӗ, шкулсемпе ача сачӗсем тăвăнчӗç, пӗчӗк тата вӑтам бизнеса тӗрев парасси лайăхланнă, сывлӑх сыхлавпа вӗренӳ тытӑмӗсене çӗнӗлӗхсем кӗнӗ.

Пурин пирки çырса пӗтерме те çук. Фарид Мухаметшин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ вырӑнӗнче ӗçленин тӗп енсенчен пӗри вăл – халăхсен хушшинчи хутшăнусем çӗршывсен парламенчӗсен шайӗнче  йӗркеленни тата чикӗ леш енчи ентешсемпе çыхăну йӗркелесси, вӗсене тӗрев парасси.

 

«Фарид Хайрулловичăн патшалӑх шайӗнчи ӗçӗ Тутарстан Республикин историйӗнче тарăн йӗр хӑварса халăхшăн парăнса ӗçленин тӗслӗхӗ пулса юлӗ. Фарид Хайруллович Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеплӗ Председателӗ пулса халӗ те хӑйӗн  пуян опычӗпе, вӗрентӗвӗпе тата ӑс-тăнӗпе республикӑна ертсе пыракансене пулăшса пырать», – пӗтӗмлетнӗ Ильсур Метшин.

Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru тата https://kzn.ru/meriya/ сайтсенчен. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Республика Татарстан