Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Яту сăваплă сан, анне!

РФ Президенчӗн 1998 çулта тухнă указӗ тăрăх, Раççейре Анне кунне çулсерен ноябрӗн юлашки вырсарникунӗнче паллă тăватпăр. Кăçал вăл шăпах ноябрӗн 24-мӗшне тӳр килет.

Тутарстанра кăçал çур çулта 20 262 çемье çӗнӗ кайăклă пулнă. Республикăра 70 пине яхăн нумай ачаллă çемье пурăнать. Тӗлӗнмелле пулин те, ача çуратассипе тӗнче рекорчӗ те Раççейӗн, ăна паянхи кунччен те çӗнетекенни çук. XVIII ӗмӗрте вырăс хресченӗн Федор Васильевăн мăшăрӗ (ячӗ сыхланса юлман) 69 ачана пурнăç парнеленӗ. 27 хутчен ача çуратнă вăл, çав шутра иккӗ, виççӗ, тăватă йӗкӗрешсем. Вӗсенчен 67-шӗ ырă-сывах çитӗннӗ.

Ача шутне пăхмасăр пурнăç парнеленӗ мӗнпур аннене çак çутă кунпа чӗререн саламласа çирӗп сывлăх, тăнăçлăх, пур çӗре те ӗлкӗрме иксӗлми вăй-хăват, чунра канăçлăх, ачăрсенчен пархатар сунатпăр! Кашниншӗн тӗнчери чи çепӗç те хаклă çынсем пулнăран ятăр та сăваплă сирӗн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество