Кăçал «Сувар» хаçатра Петӗр Хусанкай çулталăкӗ, ентешӗмӗре асра тытса конкурссене хутшăнар
Кăçалхи январӗн 22-мӗшӗнче пирӗн ентешӗмӗр, Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче çуралса ӳснӗ Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрӗ. Тӗлӗнмелле талантлă поэтăн сăввисемпе поэмисем нихăçан та кивелмеççӗ, вӗсем паянхи кун та актуаллă. Тӗрлӗ шайри конкурссенче халӗ те Хусанкай сăввисем янăраççӗ, ытти халăхсем чăваш поэчӗсенчен чи малтан Хусанкая асăнаççӗ. Çакă ахальтен мар. Петр Петрович чăваш халăхӗ валли вилӗмсӗр йӗркесем çырнă кăна мар, ытти халăхсене те хамăр халăх еплерех мăнаçлă пулни пирки каласа панă, хăй те нумай чӗлхерен куçарнă. Ентешӗмӗр тунă ӗçсем вилӗмсӗр. Çавăнпа та Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине тӗпе хурса «Сувар» хаçатра конкурссем ирттерме шутларăмăр.
Шкул ачисемпе студентсем валли конкурс «Эпир Хусанкай ентешӗсем» ятлă. Конкурса шкулта, ятарлă вăтам е аслă пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекен пур ачапа çамрăк та хутшăнма пултарать. Мӗн çинчен çырмалла-ха конкурса яракан хайлавра? Паллах, Чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн пултарулăхне тӗпе хумалла. Тӗслӗхрен, унăн пӗр-пӗр хайлавӗ сирӗн чӗрере мӗнле йӗр хăварчӗ? Мӗншӗн кӗрешнӗ Хусанкай? Тата паян ялсенче те чăвашла калаçмасăр ӳсекен ачасене курнă пулсан Петр Петрович, сирӗн шутпа, мӗн каланă пулӗччӗ-ши?.. Конкурса сăвă та, заметка та, калав та, статья та, тӗрленчӗк те çырса яма юрать.
Вӗрентекенсем валли вара «Петӗр Хусанкай пултарулăхӗпе ирттернӗ чи лайăх урок» конкурс пуçлатпăр. Тăван чӗлхепе литературăна вӗрентекен кашни учителӗн пухмачӗнчех Петӗр Хусанкайăн хайлавӗсемпе, пултарулăхӗпе паха уроксем пурах ӗнтӗ. Апла-тăк вӗсенчен чи лайăххине «Сувар» хаçат редакцине ярса парăр.
Конкурссем валли хайлавсене редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине е почта урлă 420066, г.Казань, ул. Декабристов, д.2, а/я 64 адреспа ярса памалла. Хайлава хăш конкурса янине çырма, хăвăрăн ятăра, аçăр ятне, хушаматăра, хăш шкулта вӗреннине е вӗрентнине, телефон номерне палăртма манмалла мар.
Çавăн пекех Петӗр Хусанкай сăввисене калакансен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» онлайн-конкурсне те ирттеретпӗр. Ку конкурса ача садне çӳрекенсенчен пуçласа аслисем таранах хутшăнма пултараççӗ. Мӗн тумалла-ха онлайн-конкурса хутшăнас тесен? Петӗр Хусанкайăн пӗр-пӗр сăввине е поэма сыпăкне каланине видео ӳкермелле те редакцие suvar@mail.ru электронлă адреспа е +79179076881 номерпе Ватсап урлă ярса памалла. Сăвва кам каланине, миçе çултине, шкул ачи-тӗк – миçемӗш класра, хăш шкулта вӗреннине те, хăш ялта е хулара пурăнинне, ача садне çӳрекен-тӗк – хăш ача садне çӳренине, аслă ӳсӗмри çын-тăк – ăçта ӗçленине, тулли адреса, çыхăнмалли телефон номерне палăртмалла.
Конкурс материалӗсене 2022 çулхи октябрӗн 31-мӗшӗччен йышăнатпăр. «Эпир Хусанкай ентешӗсем» тата «Петӗр Хусанкай пултарулăхӗпе ирттернӗ чи лайăх урок» конкурссене янă хайлавсене «Шăнкăрав» кăларăмра пичетлетпӗр, «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» онлайн-конкурса янă видеороликсене вара «Сувар» хаçатăн социаллă сетьсенчи страницисенче кăларатпăр. Чи лайăх ӗçсене хутшăнакансен çул ӳсӗмне кура («Эпир Хусанкай ентешӗсем» тата «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурссене пырса тивет. – Ред.) 1, 2 тата 3-мӗш вырăнсемпе палăртăпăр. Çӗнтерӳçӗсене редакци Дипломпа тата асăнмалăх парнепе чыслӗ.
Конкурссен положенийӗсемпе «Сувар» хаçатăн suvargazeta.ru сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма пулать.
Сиртен конкурс материалӗсем кӗтетпӗр, хаклă вулаканăмăрсем!
Редакци.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев