Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кинофестивале чăвашсен «Хорло» драми хутшăнать

Мартăн 21-25-мӗшӗсенче Хусанта пуçласа Тӗрӗк киновӗн халăхсем хушшинчи фестивалӗ иртет. Унта Турци, Казахстан, Кăркăсстан, Узбекистан, Азербайджан, Туркменистан тата паллах, Раççейри регионсем: Тутарстан, Пушкăртстан, Якути, Хакас тата Чăваш Ен кинематографисчӗсем хутшăнаççӗ. Тӗрӗк кинофестивалӗ питӗ çамрăк, ăна йӗркелес шухăш пӗлтӗр Тӗрӗк тӗнчин кино ассоциацийӗн президиумӗн пӗрремӗш ларăвӗнче çуралнă. Аса илтеретпӗр, Раççейрен çак...

Мартăн 21-25-мӗшӗсенче Хусанта пуçласа Тӗрӗк киновӗн халăхсем хушшинчи фестивалӗ иртет. Унта Турци, Казахстан, Кăркăсстан, Узбекистан, Азербайджан, Туркменистан тата паллах, Раççейри регионсем: Тутарстан, Пушкăртстан, Якути, Хакас тата Чăваш Ен кинематографисчӗсем хутшăнаççӗ.

Тӗрӗк кинофестивалӗ питӗ çамрăк, ăна йӗркелес шухăш пӗлтӗр Тӗрӗк тӗнчин кино ассоциацийӗн президиумӗн пӗрремӗш ларăвӗнче çуралнă. Аса илтеретпӗр, Раççейрен çак президиума кинопродюсер, «ТатарКино» ПУ тата Хусанти Халăхсем хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗн директорӗ Миляуша Айтуганова кӗнӗ. Фестивалӗн тӗллевӗ - тӗрӗк кинематографийӗн çӗнӗ çитӗнӗвӗсемпе тӗрӗк тӗнчине паллаштарасси тата тӗрӗк чӗлхиллӗ çӗршывсем валли Европăпа Анăç киноиндустрийӗпе çыхăнман «кинорынок» йӗркелесси.

Тӗрӗк кинофестивальне ирттермешкӗн мӗншӗн Хусана суйланине ăнланмалла, унăн кун пек кинофестивальсем ирттерессинче кăна мар, нацисемпе конфессисен хушшинчи туслăха аталантарассинче, халăхсен йăли-йӗркисене упраса хăварассинче те опычӗ пысăк. Сăмах май, ку кинофестиваль куçса çӳрекен пулать, кашнинче урăх çӗршывра иртет. Тепӗр уйрăмлăхӗ те пур, кунта наградăсем памаççӗ, тӗллевӗ урăх. Çавăнпа кинематографистсен тӗп награди - тулли кинозалсем пулӗç.

Тинех çакăн пек шайри кинофестивальте чăвашенсене те курăпăр. Кӳршӗсем Марат Никитин режиссерăн «Хорло» драмипе (сценари авторӗ Алексей Тенчой) хутшăнма хатӗрленеççӗ. Фильмăн тӗп геройӗ Хорло хӗр. Кукашшӗпе вӗсем пӗчченçӗ пурăнакансем (отшельники). Утар тытаççӗ, пасарта хăш чух пыл сутаççӗ. Пӗррехинче Хорло хăйсен сарайӗнче аманнă çамрăк çынна тупать... (Сăнӳкерчӗк «Хыпар» хаçат сайтӗнчен). Ентешсен пултарулăхне хаклас, вӗсене тӗрев парас тесен драмăна курма килмелле. Эппин пирӗн, чăвашсен, кинофестиваль пуçланасса кӗтмелли тепӗр сăлтав та пур. Фильма хăçан тата ăçта кăтартассине каярах хыпарлăпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев