Китайăн Оборона министрӗ Дун Цзюнь Хусана та çитнӗ
Йăлана кӗнӗ тăрăх, хусансем чаплă хăнана наци апачӗпе – чак-чакпа сăйласа йышăннă.
Паян Хусана Китай Халăх Республикин (КНДР) Оборона министрӗ Дун Цзюнь ӗçпе килнине пӗлтерет ТР Правительство пресс-служби.
«Казань» халăхсен хушшинчи аэропортра пысăк хăнана Тутарстан Премьер-министрӗ Алексей Песошин, Китайăн Хусанти Генеральнăй консульствин представителӗсем кӗтсе илнӗ.
Йăлана кӗнӗ тăрăх, хусансем чаплă хăнана наци апачӗпе – чак-чакпа сăйласа йышăннă.
Аса илтеретпӗр, Китайăн Оборона министрӗ Дун Цзюнь Раççей Федерацине ятарласа ӗçпе килнӗ. Хусана çул тытиччен маларах вăл РФ Оборона министрӗпе Андрей Белоусовпа тӗл пулса ӗçлӗ ыйтусене сӳтсе явнă.
Сăнӳкерчӗксем https://prav.tatarstan.ru/pressa/photo сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев