Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Культура министерствин коллегине хăнасем Раççейӗн 81 регионӗнчен килсе çитнӗ

Тутарстан Республикин Культура министерствин коллегине кăçал Раççейӗн 81 субъекчӗн представителӗсем хутшăнчӗç. Мероприяти Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗн çӗнӗ çуртӗнче иртрӗ.

Коллеги ларăвне ТР Раисӗ Рустам Минниханов, РФ культура министрӗ Ольга Любимова, РФ строительствăпа кил-çурт хуçалăхӗн министрӗ Ирек Файзуллин, Раççей Театр ӗçченӗсен союзӗн председателӗ Владимир Машков, патшалăх тата муниципаллă власть органӗсен ертӳçисем, культура учрежденийӗсен ӗçченӗсем тата ыттисем хутшăнчӗç. Ларăва ТР культура министрӗ Ирада Аюпова йӗркелесе ертсе пычӗ. Доклада вăл тав сăмахӗсенчен пуçларӗ. 

«Эпир телейлӗ халăх. Нацин культура кодне ăруран ăрăва парса пырассин кирлӗлӗхне ăнланакан чăн-чăн лидерсем пуррипе. Пысăк тав театршăн. Малашне вăл нумай нациллӗ республикăн вучахӗ пулса тăрӗ», – терӗ Ирада Аюпова. 

Спектакльсемпе концертсем заказпа

Коллегире 2024 çулхи ӗçсемсӗр пуçне пилӗк çула пынă «Культура» нацпроекта та пӗтӗмлетрӗç. Çак хушăра культура учрежденийӗсен пурлăхпа техника базине çирӗплетнӗ, цифра технологийӗсене ӗçе кӗртнӗ, тӗрлӗ сообществăсемпе ӗç йӗркелесе янă. Нацпроектпа иртнӗ мероприятисене республикăра пурăнакансен 64 процентне явăçтарнă.    

Раççей Президенчӗн йăлари культурăпа кăмăл-сипет хаклăхӗсене патшалăх управленийӗ шайӗнче йӗркелесе пырассипе çыхăннă хушăвӗ культура политикин системин тӗп улшăнăвӗ пулса тăнă. Çавна май патриотизм идеологийӗ культура отраслӗнче те тӗп вырăн йышăннă. 

Тӗп ыйтусен шутне министр библиотекăсене паха литературăпа тивӗçтерсе  Раççей историне суялатса дискредитацилессинчен сыхлассине кӗртрӗ. Çак тӗллевпе çӗршывăн чи пысăк федераллă библиотекисен никӗсӗнче экспертсен канашне йӗркелеме сӗнчӗ. Патриотизмла воспитани парас, кăмăл-сипет хаклăхӗсене упраса хăварас тӗллевпе малашне спектакльсем, концерт произведенийӗсем йӗркелессипе те патшалăх заказӗ хута кайӗ. «Ку енӗпе пирӗн опыт пур. 2019 çулта ТАССР 100 çуллăхне хатӗрленнипе, 2022 çулта тутар халăх культурине упраса хăварассипе çыхăннă проектсем пурнăçланăччӗ», – терӗ Ирада Аюпова.

Мемориал палăксене малашне конкурспа тăвӗç 

Тӗнчере гибридла вăрçă пынине асăнса министр культура отраслӗ те кӗрешӳре малти ретре пулнине палăртрӗ. Кашни районта, ял хутлăхӗнче, культура учрежденийӗнче ятарлă çар операцине хутшăннисене пулăшассипе тӗрлӗ ӗç илсе пыраççӗ. Элкел районӗн Культура çурчӗн директорӗ Ростем Шайхутдинов, сăмахран, СВО зонине 32 хутчен гуманитари тиевӗпе кайса килнӗ.  

Луганск Халăх Республикин Культура министерствипе килӗшӳ тунине  кура культурăпа кану учрежденийӗсене, ача-пăча искусствăсен шкулӗсене тӗрлӗ енлӗ пулăшу параççӗ. Ильгиз Зайниев ертсе пынă пукане театрӗ пуринчен малтан Луганск хулисене çитсе ачасене спектакль кăтартнă. СВОна хутшăннисен çемйисене тӗрлӗ мероприятисене хутшăнма ятарласа «Батыр» карттине тунă.

«Пирӗн тӗллев – кашни салтак хăй кирлӗлӗхне, пӗлтерӗшне туйтăр. Вӗсене мирлӗ пурнăçа таврăнма пулăшас пулать», – терӗ министр.

Кăçал Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне палăртнă май Хусанта Фатих Карим фронтовик-поэтăн палăкне, çар генералне Махмут Гареева, Раççей Геройне, СВОна хутшăннă Дамир Гилемханова халалласа вӗсен бюсчӗсене лартассине, Совет Союзӗн Геройӗн Георгий Мосоловăн  асăну хăмине уçассине те пӗлтӗмӗр. Унсăр пуçне СВО участникӗсене халалласа мемориалсен типовой проектне тăвассипе конкурс пуçарассине те пӗлтерчӗç. 

Раççей культура министрне Ольга Любимована Раççей Банкӗ паллă тутар просветителӗ Каюм Насыри çуралнăранпа 200 çул çитнине халалласа тимӗр укçа кăларнине асилтерсе Раççей регионӗсен культуришӗн пӗлтерӗшлӗ çавра тата юбилейлă датăсене палăртмашкăн тӗрев ыйтрӗ. Ун йышши мероприятисем умра нумай – 2025 çулта паллă композиторăн Салих Сайдашевăн 125 çуллăхӗ, 2026 – Габдулла Тукайăн 140, Муса Джалилӗн 120 çуллăхӗ. Аюпова шучӗпе, çӗршывăн пӗрлехи культура календарьне туни, сăмахран, цифра форматӗнче, Раççей культурин тӗрлӗлӗхӗпе пуянлăхне уçса панă пулӗччӗ.  

2025 çулăн планӗсем

Кăçалхи тӗллевсен шутӗнче – халăхсен илемлӗ пултарулăх маçтăрӗсен Ремесласен центрне уçасси (реестр тăрăх 413 маçтăр), мигрантсен культура адаптацийӗпе ӗçлесси (хăйсене йӗркеллӗ те тӗрӗс тытма пӗлччӗр тесе мигрантсене çӗршывра пурăнакан халăхсен культурипе, йăли-йӗркипе паллаштарасси) тата культура отрасльне çамрăк кадрсемпе тивӗçтересси. Министр шучӗпе, Раççей Президенчӗ Владимир Путин сӗннӗ «Земский работник культуры» программа кăçал тинех хута кайни ку ыйтăва татса пама пулăшӗ.

Ольга Любимова ТР Культура министерствин ӗçне пысăка хурса хакларӗ. Регион отраслӗн цифра аталанăвӗпе Раççейре лидерсен шутӗнче пулнине те палăртрӗ министр. Ун шучӗпе ЮНЕСКО еткерне кӗнӗ Раççейӗн 29 культура объектӗнчен 4-шӗ Тутарстанăн пулни пысăк пӗлтерӗшлӗ.

«Уйрăммăн регион ертӳçисене «Культура» нацпроектне ăнăçлă пурнăçланăшăн тав тăвас килет. 2024 çулхи кăтартусемпе мӗнпур лартнă задачăна пурнăçланă – 100 проценчӗпех. Пысăк тав сире», – терӗ Ольга Любимова.

Раççей культура министрӗ малашнехи ӗç планӗпе паллаштарса кинозалсене, библиотекăсене, музейсене, ача-пăча искусство шкулӗсене, театрсене модернизацилес ӗç малашне те пурнăçланса пырассине каларӗ. 

Владимир Машков хăйне сăмах парсан ТР Раисӗ Рустам Минниханов культура аталанăвне пысăк тимлӗх уйăрни влаçпа  культура сферин ырă хутшăнăвӗсен тӗслӗхӗ пулнине палăртса ăна ытти регионсенче те сарма сӗнчӗ. 2025 çулта театр ӗçченӗсен сообществине 150 çул çитнине палăртса театр искусствин реформаторӗн Константин Станиславскийӗн çуралнă кунне – январӗн 17-мӗшне – Актер кунӗ пек календаре кӗртессине пӗлтерчӗ. Сăмах май, театр ӗçченӗсен сообществин 150 çулне халалланă мероприятисем Мускавра кăна мар, Раççейӗпе иртӗç. Кашни регионăн хăйӗн культура программи пулӗ. Маларах, театра уçнă чухне, Владимир Машков «Золотая маска» театр фестивалӗ кăçал Хусанта иртессине пӗлтернӗччӗ. Хусаншăн ку черетлӗ чыс.        

 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Сăнӳкерчӗксем ТР Культура министерствин пресс-службин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура Театр