Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Культура министрӗ Ирада Аюпова чӑвашсен Уявӗ енӗпе тӗпчев ӗҫӗ ҫителӗксӗррине палӑртрӗ

Культура министрӗ Ирада Аюпова чӑвашсене пӗрре мар аса илчӗ.

Паян, сентябрӗн 8-мӗшӗнче Г.Камал ячӗллӗ тутар патшалӑх академи театрӗн Ҫӗнӗ ҫуртӗнче ТР культура министрӗпе Ирада Аюповапа черетлӗ пресс-конференци иртрӗ. 

Тӗлпулура министр тӗпрен илсен культура отраслӗн пӗтӗмӗшле аталанӑвне тимлӗхе илчӗ. Республикӑра иртекен культура мероприятийӗсене ТР Раисӗ Рустам Минниханов чи пысӑк тимлӗхпе пӑхнине палӑртса республика ертӳҫине тав турӗ. 

"Рустам Нургалиевич культура аталанӑвӗ сувенир шайӗнче кӑна мар тесе палӑртни пирӗншӗн ҫав тери хаклӑ", - терӗ Ирада Аюпова. 

Журналистсен ыйтӑвӗсем ытларах ку эрнере пыракан "Алтын минбар", К. Тинчурин ячӗллӗ театрӑн шӑпи, наци уявӗсем, "Новая волна" йышши мероприятисем Хусанта иртнин пӗлтерӗшӗпе кирлӗлӗхӗ пирки пулчӗҫ.

Хӑш-пӗрин шучӗпе кинофестиваль шайӗ чакнӑ, ҫакна вӗсем ӗлӗкхи пек паллӑ киноҫӑлтӑрсем ҫуккипе ҫыхӑнтарчӗҫ. Министр шучӗпе кун пек танлаштару тӗрӗс мар. 

- Ку вӑл кинофестиваль йӗркеленсе пынӑ тата ят ӗҫлесе илнӗ тапхӑршӑн пӗлтерӗшлӗ. Халь ҫав ят кинофестивальшӗн ӗҫлет.Ҫӑлтӑрсене  Хӗрлӗ кавир ҫулпа утса тухнишӗн миллионшар тенкӗ тӳлесе кинофорум бюджетне тӑкаклани тӗрӗс мар. Кинофестиваль формипе мар, тытӑмӗпе интереслӗ. Кӑҫал 60 ытла ҫӗршывран 800 ытла заявка ҫитни шӑпах Хусан кинофестивалӗн авторитетне ҫирӗплетеҫҫӗ те. Кинофестивальте конкурс тӗп вырӑнта, - терӗ министр. 

Наци  уявӗсем пирки каласан, кунта халӑхсен йӑли-йӗркисен аутентикине упраса хӑварни кирлине ҫирӗплетрӗ. Ун шучӗпе тӗпчев ӗҫне вӑйлатмалла. 

- "Уяв" енӗпе эпир Чӑваш Енпе те пӗрре мар канашланӑ. Акатуй вӑл е юрӑ фестивалӗ? Вӑл Тутарстан чӑвашӗсен кӑна пулнине пӗлетпӗр. Тӗпрен илсен наци праҫникӗсен шавне чакармалла, - терӗ Ирада Аюпова. 

Пресс-конференцире чӑвашсене министр пӗрре мар аса илчӗ. Yammi music проекта асӑнсан Shanu этно-джаз ушкӑна палӑртса вӗсен ӗҫне пысӑк хак пачӗ. 

Тӗлпулу питӗ уҫӑ та чӗрӗ калаҫупа палӑрчӗ. Протокол мероприятийӗ пулмарӗ вӑл. 

Тата мӗнле ыйтусене сӳтсе яврӗҫ пресс-конференцире "Сувар" хаҫатӑн ҫитес номерӗнче вуласа пӗлме пултаратӑр. 

Автор сӑнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура