Сувар

г. Казань

18+
Саламлатпăр!

Людмила Михайловна ДОЛГОВĂНА 50 çул тултарнă ятпа

Аксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан хаклă та юратнă çыннăмăра Людмила Михайловна ДОЛГОВĂНА январӗн 18-мӗшӗнче 50 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!

Çирӗп сывлăх, ăнăçу, тивлет сунатпăр. Ӗмӗтленни çитсе пытăр, пуçланă ӗçсем пурнăçланччăр. Савăнса пурăн, кулленхи кашни самантшăн хӗпӗрте. Малашне те пархатарлӑ ӗçлеме вӑй-хӑват сунатпӑр. Çумӑнта яланах çывӑх çынсемпе шанчӑклӑ туссем пулччӑр. Ачасемпе, мăнуксемпе савӑнса, ырӑ курса пурӑнмалла пултӑр. Сӑн-питӳ ялан савӑнӑçпа ялкӑштӑр, çӗр çинчи мӗнпур ырри, телей кӳрекенни санпа пӗр çулпа уттӑр. Эс юнашар пулнăран эпир телейлӗ!

Ашшӗ, хӗрӗпе кӗрӳшӗ, ывăлӗсемпе кинӗсем, мăнукӗсем, акăшӗпе йыснăшӗ, шăллӗсемпе кинӗcем, пӗртăванӗсен ачисем, тăванӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев