Майăн 1-3-мӗшӗсенче иртекен Хусан марафонне СВО инвалид ветерансем те хутшăнаççӗ
Тутарстан çулталӑкри тӗп спорт пулӑмӗсенчен пӗрне – Хусан марафонне-хатӗрленет. Хальхинче вăл профессионал спортсменсемшӗн кӑна мар, ятарлӑ çар операцийӗн инвалид ветеранӗсемшӗн те кăшт урăхларах пулӗ.
Тутарстан çулталӑкри тӗп спорт пулӑмӗсенчен пӗрне – Хусан марафонне-хатӗрленет. Хальхинче вăл профессионал спортсменсемшӗн кӑна мар, ятарлӑ çар операцийӗн инвалид ветеранӗсемшӗн те кăшт урăхларах пулӗ.
Йывӑр сурансене тӳссе ирттернӗ çынсене час-час мирлӗ пурнăçа таврăнма çăмăл мар. Активлăха упраса хăварни, тренировкӑсене тăтăш çӳрени, спортра ху умна тӗллевӗсем лартни шалти чӑрмавсене çӗнтерме пулăшать те ӗнтӗ тата хăвна ху шанма.
«Защитники Отечества» фондӑн Тутарстанри филиалӗ пулӑшнипе апрелӗн 22-мӗшӗнче Хусанти Тӗп стадионӑн çӑмӑл атлетика манежӗнче ятарлӑ çар операцийӗн ветеранӗсен пӗрремӗш тренировки иртнӗ. Опытлӑ инструктор ертсе пынипе марафона хутшӑнакансем икӗ километр ытла дистанцие утса тухнӑ. Комплекслӑ тренировкăна разминка, чупассипе ятарлӑ хӑнӑхтарусем, тӗрӗс сывлассин техникипе дистанцире вăй-халпа тӗрӗс усă курасси кӗнӗ.
.jpg)
Тренировкăра кашни хутшăнакана уйрăм тимлӗх парассине тӗпе хунă. Инструкторсем кашнин сывлăх уйрăмлăхне – протез пуррипе çуккине, çапăçури сурансен сиенне шута илсе тренировкăн оптималлӑ режимне суйланӑ. Хусан марафонӗнче ятарлӑ çар операцийӗн ветеранӗсем виçӗ километрлӑ дистанцие утса тухӗç.
Старта хатӗрленекенсен шутӗнче Анвар Мухаметзянов та пулнă. Çапӑçура йывӑр суранланнă хыççăн урасăр юлсан та вӑл ытти çынсемпе тан дистанцие парăнтарма шутлать.
«Эпӗ хамӑн тӗслӗхпе госпитальсенче выртакан, реабилитаци иртекен е килтен тухма ӳркенекен атьсене хавхалантарасшăн. Пирӗншӗн чăрмав çуккине пӗлтерес тӗллевпе. Чупнӑ чухне мӗн туйнине сӑмахпа виçме çук: ку савӑнӑç та, ырату та. Анчах сывӑ атьсене хыçа хăварсан çурăм çинче çунатсем ӳссе ларнăн туйăнать. Ку марафон маншӑн иккӗмӗш пулать, вăл чăннипех çитӗнӳ маншăн. Унччен эпӗ Кросс-Нацине чупса тухрӑм. Тӗп марафон вара хыçа юлчӗ ӗнтӗ: больница койкинчен инвалид коляскине çити, унтан кӳмерен пӗрремӗш утӑмсем таран. Ытти ветерансем çакна курни пӗлтерӗшлӗ. Тытăнса пӑхӑр, спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче хӑвӑра шырӑр, хупӑнса ан ларӑр. Пурнӑç малалла шăвать – çӗнӗлле, спорт ритмӗпе!» – тенӗ СВО ветеранӗ Анвар Мухаметзянов.
Хусан марафонӗ -2026 майăн 1 – 3-мӗшӗсенче иртет. Ӑмӑртăва Раççейӗн 85 регионӗн тата 37 ют çӗршыв атлечӗсем хутшăнаççӗ. Мероприятие йӗркелекенсем ку хутӗнче 10 миллион тенкӗлӗх приз фончӗ хатӗрленӗ.
Сăнӳкерчӗксем «Защитники Отечества» фондăн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев