Манăçми чăваш йăли
Вăт çапла! Пурнăç пӗр вырăнта тăмасть. Тата ăçта кураттăмăрччӗ-ха кун пек виçӗ самана паллине эпир? Чиркӳ тумӗ çийӗн шупăр уртса янисем те – çӗпрелсемех пулчӗç.
Çӗпрел районӗнчи чăваш Акатуйӗнче часавайра çурта лартса тухнă хыççăн хăнасем сылтăмри лапама анчӗç. Вӗсене хальхи йышши декорациллӗ таканкки çинчи çамрăксем, асламăшӗпе мăнукӗ, тӗрлӗ тӗслӗ хăюсемпе илемлетнӗ сухапуç кӗтсе илчӗç. Вӗсен кашнийӗн хăйӗн пӗлтерӗшӗ. Çапах ламран лама куçса пыракан мешехене пуçласа яриччен малтан вырăнти пачăшкă кӗлӗ вуларӗ. Ун хыççăнах шур сухаллă мучи усал-тӗсел ан тухтăр тесе йывăç мăлатукпа çӗре савăл çапса кӗртрӗ. Унтан медальлӗ ӗç паттăрӗсем Акатуй ялавне çӗклерӗç. Вăт çапла! Пурнăç пӗр вырăнта тăмасть. Тата ăçта кураттăмăрччӗ-ха кун пек виçӗ самана паллине эпир? Чиркӳ тумӗ çийӗн шупăр уртса янисем те – çӗпрелсемех пулчӗç.
Хăйне евӗрлӗ илем пур çӗр ӗçченӗсен йăлисенче. Карталанса вăйă калассине те кӗртсе хăварнă саплăксем Акатуйăн анлă программине, çамрăк хӗрсен ташшисене те, илемлӗ çурхи юрра та. Ăна ТР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Надежда Сердцева шăрантарчӗ. Шупашкарти Шадриковсене те чӗннӗ хăнана. (Р. Фатхуллов сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев