Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫӗнӗ карап "Тайфун" ятлӑ пулать

Ҫар эксперчӗсен шучӗпе ҫак карап хӗҫпӑшал енӗпе чылай хальхи аналогран ирттерет, унӑн экипажӗ 30 ҫын пулать

Сентябрӗн 11-мӗшӗнче Ешӗлварти А. М. Горький ячӗллӗ заводра кӗҫӗн ракета карапӗн корпусне тума пуҫлас церемони иртрӗ. 22800 проектлӑ ҫар ишев хатӗрӗсем нумай тӗллевлӗ ракета-артиллери карапӗсен шутне кӗреҫҫӗ. Вӗсем ҫывӑхри тинӗс зонинче ҫапӑҫусем ирттерме пултараҫҫӗ. Мирлӗ вӑхӑтра патрульте ҫӳреҫҫӗ. Ҫак виҫҫӗмӗш ранглӑ карапсем 870 тонна водоизмещениллӗ, хӗҫпӑшаллану ассортименчӗ енчен те чухӑн мар.

 Ҫар эксперчӗсен шучӗпе ҫак карап хӗҫпӑшал енӗпе чылай хальхи аналогран ирттерет. 

Савӑнӑҫлӑ церемоние РФ Тинӗс ҫар флочӗн тӗп командующийӗ Николай Евменов хутшӑнчӗ.

Вӑл Ешӗлвар карапӗсем шанчӑклӑхпа, маневрлӑхпа  тата ҫар хӑвачӗпе уйрӑлса тӑнине палӑртрӗ. Юлашки ҫулсенче Горький ячӗллӗ завод ҫӗршыва 20 ытла карап туса панӑ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ВМФ