Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Николай Михайлович ЯКУШОВА 75 çулхи юбилей ячӗпе!

Пирӗн аттен çуралнă кунӗ – Вăл 75 тултарать. Нумай çул хыçа тăрса юлнă, Çавах вăл паттăр, вашават

 «Сувар» хаçат урлă саламлатпăр пирӗн аттене, асаттене, кукаçие,​ тетене, уçă та таса кăмăллă, шанчăклă пурнăç юлташне, Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Николай Михайлович ЯКУШОВА 75 çулхи юбилей ячӗпе. Тата пирӗн аттепе анне – Николай Михайловичпа Лидия Алексеевна – пурнăç сукмакӗпе пӗрле утма тытăнни çак уйăхра 51 çул çитрӗ.

Пирӗн аттен çуралнă кунӗ –

Вăл 75 тултарать.

Нумай çул хыçа тăрса юлнă,

Çавах вăл паттăр, вашават.

Шутсăр нумай вăл йывăç лартнă,

Пире ӳстӗрнӗ сăпкаран.

Вăл чаплă, капăр çурт хăпартнă –

Хастар та ăста пулнăран.

Паян кӗрекене пухатпăр

Аттепе анне ячӗпе.

Вӗсем аллă пӗр çул пӗрле

Утаç пурнăç сукмакӗпе.

Пӗр килте ик уяв кӗрлетӗр,

Эпир хавас эсир пуртан.

Канлӗ ватлăх сире сунатпăр,

Юратса ăшă кăмăлтан!

(сăвă авторӗ Николай Михайловичпа Лидия Алексеевна хӗрӗ​ – поэтесса Светлана Ялтăрпи).

Икӗ ывăлӗпе кинӗсем, хӗрӗпе кӗрӳшӗ, çичӗ мăнукӗ, пӗр кӗçӗн мăнукӗ тата​ çы вăх тăванӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев