Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Нурлатра Владимир Иванова асӑнса сӗтелҫи теннисӗн турнирӗ иртрӗ

Спорт ӑмӑртӑвне Тутарстансӑр пуҫне кӳршӗллӗ регионсенчен те хутшӑнчӗҫ.

Паян, мартӑн 17-мӗшӗнче, пӗрремӗш хут Владимир Викторович Иванова халалласа сӗтелҫи тенниспа уҫӑ турнир иртрӗ.

Унта Тутарстанри районсемсӗр - Нурлат, Аксу, Çарӑмсан, Пӑва, Çӗнӗ Шуçӑм, Лайӑш тата Хусан хулисӗр пуçне Ульяновскпа Самар облаçӗсенчен те çак спорт тӗсне юратакансем килнине шута илсен ӑмӑрту регионсен хушшинчи шайра пулчӗ. Пӗтӗмпе 86 спортсмен. 

Уçӑ турнир Нурлат хулинчи Хузин ячӗллӗ спорткомплексра иртрӗ.  Мӗншӗн тесен çак район Владимир Ивановӑн тӑван кӗтесӗ. Эпир пӗлекен хастар полковник, званипе кӑна мар, çын пахалӑхӗсемпе те,  асӑннӑ районти Якуркелӗнче çуралса ӳснӗ. Вӑл 1951 çулхисем. Малтанласа Хусан патшалăх университетӗнче (халӗ Хусан федераци университечӗ) истори факультетӗнче вӗреннӗ. Унтан 1990 çулта СССР ШӖМӗн аслӑ шкулне пӗтернӗ. Ӗç çулне 1975 çулта участок инспекторӗнчен пуçланӑ. Икӗ çултан уголовнӑй шыравӑн аслӑ инспекторӗнче вӑй хурать. 1998 çулта Нурлат районӗпе хулин шалти ӗçсен уйрăмне (ГРОВД) ертсе пырать. 2003 - 2012 çулсенче ШӖМӗн Тутарстанри уголовнӑй шыравӗн управленийӗн пуçлӑхӗнче ӗçлет. Ӑçта ӗçлесен те Владимир Викторович ӗçтешӗсем хушшинче пысӑк авторитет çӗнсе илме пултарнӑ - кӑмӑл тӳрӗлӗхне, характер   çирӗплӗхне, пысӑк профессионализмне тата чикӗсӗр хӑюлӑхне кура.  Юлташӗсем халӗ те Владимир Викторович пӗр иккӗленсе тăмасăр хăй пурнăçӗпе теветкелленсе чи хăрушă преступленисене уçнине, преступниксене, нумай чухне пӗр çухатусемсӗр, ярса тытнине хăпартланса аса илеççӗ, унпа мухтанаççӗ, унпа тӗнче хӗррине те тухса кайма хатӗр пулнине калаççӗ.   

Чăн-чăн полковник

Тивӗçлӗ канӑва тухсан Владимир Иванов Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн Ӗçтӑвком ертӳçи пулса ӗçлерӗ. Паллах, культура ани уншăн çӗнӗлӗх пулчӗ. Анчах коммуникабельлӗскер, профессине кура çынна витӗр кураканскер часах хăнăхрӗ. Ку тивӗçе те вӑл мӗнпур яваплӑхпа илсе пычӗ. Тӑрӑшулӑхне кура ӑна ТР Обществӑлла палатине йышӑнчӗç. Кунта вӑл Этноссемпе конфессисен хутшӑнӑвӗсен комитечӗн председатель çумӗнче тӑрӑшрӗ. 

Шел те, пиртен вӑл питӗ те ир уйрӑлса кайрӗ. Хӑйне ялан оптимистла тыткалаканскер нихçан та чир-чӗр çинчен калаçмастчӗ. Çавӑнпа аслӑ юлташӑмӑр йывӑр чирпе кӗрешнине унпа ӗмӗрлӗхех уйрӑлсан тин пӗлтӗмӗр. Шел питӗ... Акӑ вӑл пирӗнпе виçӗ çул çук ӗнтӗ. Çавӑнпа ун ячӗпе иртнӗ сӗтелçи теннис турнирӗ ӑна пирӗн астӑвӑмра чӗретсе тӑратрӗ. Ăна асăнса спорт ăмăртăвне ирттерни вырăнлă та тӗрӗс. Спорт вăл – вăй, хăват, çӗнтерӳ патне ăнтăлни, характер. Ун кăмăлӗпе питӗ килсе тăрать апла пулсан.

Çын вӑл ӑна астуса тӑнӑ чух чӗрӗ теççӗ. Çак сӑмахсене турнира уçнӑ официаллӑ пайра нумайӑшӗ каларӗ. «Шутламанччӗ пӗрремӗш уçӑ ӑмӑртусене тӳрех çакӑн чухлӗн килессе. Ку ӗнтӗ йӑлтах Владимир Иванова хисепленипе çыхӑннӑ. Юрать сиснӗ пек наградисене ытлашшипех хатӗрлерӗмӗр», - терӗ ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев.

Турнира уçнӑ çӗре Нурлат хула пуçлӑхӗн çумӗ Николай Липатов, Нурлатри Туслӑх Çурчӗн директорӗ, районти ЧНКЦ ертӳçи Галина Терентьева, «Сувар» хаçатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Нурлат районӗнчи Шалти ӗçсен органӗсен Ветерансен канашӗн председателӗ Александр Мясников, ШӖМ представителӗсем тата ытти хисеплӗ çынсем хутшӑнчӗç.  Каласа хӑварар, турнира хутшӑннисен шутӗнче СВО ветеранӗсем - Виталий Микуковпа Сергей Крайнов, Пӑва тата Лайӑш районӗсенчи ЧНКЦ ертӳçисем -  Владимир Ильинпа Вячеслав Егоров, «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑн ертӳçи, композитор, Ивановӑн ентешӗ Алексей Наумов тата ыттисем пулни ӑмӑрту шайне çӗклерӗ. 

Спорт пӗрлештерет

Турнир çӗкленӳллӗ юрӑпа тата Раççейпе Тутарстан гимнӗсене итленпе уçăлчӗ. Официаллă церемоние культура уйрăмӗн ӗçченӗ Екатерина Сапожникова ертсе пычӗ. Сӑмах калакансем Николай Липатов, Константин Малышев, Владимир Викторович ывӑлӗ Вячеслав Иванов, Ирина Трифонова, Элметри ЧНКЦ пайташӗ Владимир Кожуков пулчӗç.  Вӗсем ăнăçупа илемлӗ те хӗрӳ ăмăртусем сунни спортсменсене хавхалантарчӗ. «Владимир Викторович Нурлат район аталанăвне питӗ пысăк тӳпе кӗртрӗ. Вăл нурлатсен асӗнче ӗмӗрлӗхех юлӗ. Йӗркелӳçӗсене, уйрăмах Чăваш наципе культура автономине, Нурлат районӗн Ӗçтăвкомӗн Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт уйрăмне, пулăшакансене пысăк тав. Спортсменсене вара ăнăçу сунатăп», – терӗ Николай Пантелеймонович.

Константин Малышев турнира пухăннисене ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин ятӗнчен салам сăмахӗсем каларӗ. «Юлашки çулсенче Владимир Викторович пирӗн Чăваш наципе культура автономийӗнче ӗçлерӗ. Вăл килсенех пирӗн икӗ футбол тата пӗр волейбол командисем йӗркеленсе кайрӗç. Хамăр хушăра сӗтелçи теннис выляма пуçларăмăр. Вăл спорта питӗ юрататчӗ, тӗрев паратчӗ, пирӗн çитӗнӳсемпе савăнатчӗ. Паян çак турнира ăна асăнса ирттеретпӗр. Нурлата пысăк тав йышăннăшăн. Кама леш енчи районсен теннис тӗп хули пулса тăрать вăл», – терӗ Константин Анатольевич.

«Атте чăнах та спорта питӗ юрататчӗ. Пурне те пысăк тав – хутшăнакансене, йӗркелӳçӗсене», – терӗ кӗскен Владимир Викторович ывăлӗ Вячеслав Иванов.  

Элметри ЧНКЦ пайташӗ, хисеплӗ учитель Владимир Кожуков ку мероприяти чи малтан ачасен патриотла воспитанийӗшӗн, чăвашсен пӗрлӗхӗшӗн кирлӗ пулнине палăртрӗ.

«Владимир Викторовича 20 çул ытла пӗлеттӗм. Паянхи ветерансенчен нумайăшӗ унпа çума-çуммăн ӗçленӗ. Владимир Викторовича çăмăл мар вăхăтра – 90-мӗш çулсенче ӗçлеме тӳр килчӗ. Преступленисен шайӗ шутсăр пысăкчӗ, анчах вăл ертсе пынипе пӗр ӗçе те уçмасăр хăварман... Нумай наградăна тивӗç пулчӗ вăл. Ун пурнăçӗпе служби ырă тӗслӗх», – терӗ спортсменсене лайăх вăйăсем сунса Александр Мясников.    

Ӑмӑртусем 3 çул ӳсӗмӗпе (14-18, 18-35, 35+ çултисем) 5 категорипе иртрӗç. Çавсенчен иккӗшӗ хӗрарăмсен категорийӗсем. Пурӗ 12 сӗтел вырнаçтарнӑччӗ анлӑ залра. Часах спортзал ракеткӑсене пырса çапӑнакан йышлӑ мечӗксен сассипе тулса ларчӗ. Вӗçеççӗ те вӗçеççӗ енчен-енне мечӗксем - тытса ӗлкӗр кӑна. Çапла виçӗ сехет ытларах вӑхӑта пычӗç хӗрӳ ӑмӑртусем.

Кашни категорире 1, 2, 3-мӗш вырӑнсене палӑртрӗç. Вӗсене пурне те дипломпа, укçан парнепе тата медальпе чысларӗç. 1-мӗш вырӑн тивӗçнисене кубок парса хавхалантарчӗç. Унсăр пуçне Самар хулинчен килнӗ Николай Сидоров генерал-майор (1957 çулхи, Самар облаçӗнчи Шунтал районӗнчи Четырла ялӗнчен, çар службинче 34 çул пулнă) хăй енчен чи çамрăк тата чи аслă çулти хутшăнакансене укçан парне турӗ.

Команда лайăх пулсан

 Турнира йӗркелекенсемпе спонсорсем пирки те каласа хӑварас пулать, вӗсем –  ТР ЧНКА Канашӗ, Нурлат район администрацийӗпе район Ӗçтăвкомӗн Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт уйрăмӗ, В.В.Ивановӑн çемйи. Сăмах май, Çамрăксен ӗçӗсемпе спорт уйрăмне халӗ чăваш хӗрарăмӗ Джулия Иьдирякова ертсе пырать. Ăмăртăва ирттерме пулăшакансем Дмитрий Самаренкин, Владимир Викторовичăн ывăлӗсем Александрпа Вячеслав Ивановсем, предпринимательсем –  Алексей Наумов, Алексей Еретов тата Валентина Яллина. Çапла пурте пӗр командăпа туслă ӗçлени пысăк та кирлӗ ӗç тума пулăшрӗ.  

  

Спорт мероприятине хупнӑ церемонире турнира регионсен хушшинче çулленех ирттерме тӗллев пуррине пӗлтерчӗç. 

К.Романова тата автор сӑнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Спорт "Открытый турнир по настольному теннису памяти В.В.Иванова