Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Нурлатри «Родничок» садике çӳрекен ачасем чăваш тӗррипе паллашнă

Нурлат хулинчи «Родничок» ача садне çӳрекенсем «Туслăхăн асамат кӗперӗ» кружокăн пӗтӗмлетӳллӗ юлашки занятине чăваш халăхӗн тӗррисене халалланă.

Пӗлетпӗр ӗнтӗ, ку садике чăваш ачисем те йышлăн çӳреççӗ.

Пӗчӗккисем çак кун чăваш тӗррин асамлă тӗнчине лекнӗ тейӗн: наци тумӗ, кил-çуртра усă куракан япаласем çинчи эрешсемпе паллашнă. Заняти вăхăтӗнче шăпăрлансем чăваш тӗрринчи тӗссем мӗне пӗлтернине ăса хывнă. Акă, тӗслӗхрен, хӗрлӗ тӗс пурнăçа, вăй-хала пӗлтерет иккен, хури – çӗрпе, йăла-йӗркепе çирӗп çыхăну пулнине. Кашни паллăн та хăйӗн пӗлтерӗшӗ иккен…

Ачасем тӗрӗсене хавхалансах хут çине ӳкернӗ. Пӗрлехи ӗç питӗ илемлӗ пулса тухнă.

Воспитательсем çакнашкал занятисем ачасен пултарулăхне ӳстерме, вӗсене нумай нациллӗ Раççейри халăхсен культурине ăса хывма пулăшнине палăртаççӗ.

 

Сăнӳкерчӗксем ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнчен.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование