Петр Константиновичпа Елена Демидовна ЧУХАЕВСЕНЕ çемье уявӗпе!
Тӗп хыпар

Петр Константиновичпа Елена Демидовна ЧУХАЕВСЕНЕ çемье уявӗпе!

Аксу районӗнчи Çӗнӗ Хăяслă ялӗнче пурăнакан Петр Константиновичпа Елена Демидовна ЧУХАЕВСЕМ çемье çавăрнăранпа июнӗн 12-мӗшӗнче 50 çул çитет.

Юратнă çыннăмăрсене ылтăн туй ячӗпе ăшшăн саламлатпăр! Хурçă пек çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, канлӗ ватлăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Ӗмӗтӗрсем пурнăçланса пыччăр, Турă панă кашни куна савăнса ирттермелле пултăр. Ан чирлӗр, ан ватăлăр, пурнăçри йывăрлăхсене ан парăнăр. 

Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне,

Йышăнсамăр тăван ачăрсен саламне.

Сиртен хаклă çынсем урăх çук тӗнчере,

Сирӗн çутă сăнарăр пирӗн чун-чӗрере.

Хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, ывăлӗпе кинӗ, 10 мăнукӗ.


Нет комментариев