Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсенчен пиллӗкӗшӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗҫ

Мартӑн 26 - 27-мӗшӗсенче тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен хушшинче мастер-класс енӗпе конкурс иртрӗ. Чӑваш, мари, мордва, удмурт секцийӗн ҫӗнтерӳҫи Анат Камӑри 34-мӗш гимназин вӗрентекенӗ Светлана Козлова пулчӗ.

Паян тӑван чӗлхесен вӗрентекенӗсен хушшинче иртнӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем паллӑ пулчӗҫ. Мартӑн 26- 27-мӗшӗсенче, Хусанти К.Насыри ячӗллӗ 80-мӗш номерлӗ шкулта Вӗрентӳ организацийӗсемпе вырсарни шкулӗсенче тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ пычӗ. 

Ку конкурс ҫулленхи, вӑл икӗ куна пырать. Пӗрремӗш тапхӑра Раҫҫейӗн 15 регионӗпе Тутарстан районӗсенчен 70-е яхӑн тӑван чӗлхе вӗрентекенӗ хутшӑннӑ. Иккӗмӗш тапхӑра 50 педагог иртнӗ. Вӗсен шутӗнчен ӗнтӗ жюри ҫӗнтерӳҫӗсене суйласа илчӗ. 

Конкурс ӗнер концерт программипе уҫӑлчӗ. Унта К.Насыри шкулӗн вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗҫ. ТР Вӗрентӳпе наука министерствинчен министр ҫумӗ Минзалия Закирова пулчӗ. Вӑл конкурса хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ. "Паянхи конкурспа вӗҫленеҫҫӗ Тутарстан педагогӗсен хушшинче профессилле пултарулӑх енӗпе пыракан тӗрлӗ конкурссен тапхӑрӗ. Конкурс ятӗнче ӑшӑ та ырӑ туйӑмсем упранаҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗнчи Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗнче ун пӗлтерӗшӗ уйрӑмах пысӑк. Мӗншӗн тесен халӑхсен туслӑхӗ вӑл тӑнӑҫ пурнӑҫан тӗп никӗсӗ. Пирӗн вӗт ним пайламалли те ҫук. Вӑт ҫакна ӑнлансан тӗнчере тӑнӑҫ пурнӑҫ пулӗ. Пӗрре килетпӗр ку ҫӗр ҫине, пӗрре каятпӑр. Ҫавӑнпа чи кирли - ырӑ ӗҫсем туни", - терӗ Минзалия Загриевна. 

Тӑван чӗлхесен вӗрентекенӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне 6 тӗрлӗ халӑх чӗлхи тӗпре.

Кӑҫалхи конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсенчен 9-шӗ иртнӗ. Вӗсен шутӗнче Светлана Федорова (Чӑваш Майни, Алексеевски районӗ), Евгений Бондарев (Хирти Кушкӑ, Пӑва районӗ), Наталья Чернова (Сиктӗрме, Элкел районӗ), Любовь Шурыгина (Пӳсрек, Элмет районӗ), Зоя Желованова (Наратлӑ, Пӗкӗлме районӗ), Людмила Ярухина (Ҫӗнӗ Упи, Ҫӗпрел районӗ), Максим Куренов (Гулькино, Заинск районӗ), Светлана Козлова (Анат Кама хули), Александра Эсметьева (Аслӑ Ӑнӑ, Теччӗ районӗ). 

Яланхи пек пӗр секцие чӑваш, мари, мордва, удмурт чӗлхисене вӗрентекенсене пуҫтарнӑ. 

Конкурсӑн пӗрремӗш кунӗнче чӗлхеҫӗсем тӑван чӗлхене вӗрентессипе мастер-классем кӑтартрӗҫ. Иккӗмӗш кунӗнче класс тулашӗнчи проект ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. 

Кӑҫал ку конкурса пӗрремӗш хут хутшӑнакансем чылайӑн пулчӗҫ. Ҫӗнӗ сӑнсене курма кӑмӑллӑ пулчӗ. Ҫапах кашни хӑйне тивӗҫлӗ кӑтартрӗ. Вӗсемшӗн ку енӗпе опытлӑ ӗҫтешӗсен проекчӗсемпе паллашни усӑллӑ пулчӗ. Кӑна вӗсем хӑйсем те ҫирӗплетрӗҫ.

Конкурсӑн иккӗмӗш кунӗ театр кунӗпе ҫыхӑннипе-и нумайӑшӗ проект ӗҫне театрпа ҫыхӑнтарнӑ. Чӑнах та нумай ҫӗрте шкул театрӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫапла театр урлӑ ачасен чӑваш литератури патне интерес вӑйланать. Интереслӗ те усӑлла проектсем самай пулчӗҫ. 

Паллах, жюрие ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл мар. Уйрӑмах тӗрлӗ наци педагогӗсем хушшинче. Чӑваш, мари, мордва, удмурт вӗрентекенӗсем хушшинче ҫапла пирӗн 9 учительтен 5-шӗ номинантсем пулса тӑчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗне  жюри пӗр саслӑн Светлана Козловӑна суйларӗ. Призер ятне тивӗҫнӗ Людмила Ярухинӑна ҫӗнтерӳҫӗрен пурӗ те 1 балл уйӑрса тӑчӗ. Лауреатсен шутӗнче вара Светлана Федорова, Зоя Желованова, Александра Эсметьева пулчӗҫ.

Конкурса хутшӑнакансене паян пурне те ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин саламларӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе чысларӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование