Рустам Минниханов: «Пирӗн çитменлӗхсем те пур»
«Экономика ӳсӗмӗсӗр пурнăç пахалăхне ӳстерме пулмасть, РФ Президенчӗн посланийӗнчи йышăнусемпе нацпроектсене те пурнăçа кӗртейместпӗр», – чӗнсе каланă пухăннисене Рустам Минниханов.
Иртнӗ çула Тутарстан экономики лайăх вӗçленӗ. Анчах наци проекчӗсене пурнăçа кӗртес тесен пысăк ӳсӗм тумалла пулать. Çак шухăша ТР Экономика министерствин пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов каланă.
Вăл палăртнă тăрăх, республика территорийӗнче усламçăсен пуçарăвӗсене аталантармалла, вӗсем çинчен коллегие хутшăнакансем маларах пӗлтернӗ.
«Çулталăка кăмăллă пӗтӗмлетӳсемпе вӗçлерӗмӗр, Анчах ман шутпа, эпир хамăр ӗçпе нихăçан та кăмăллă пулмалла мар», – палăртнă ТР Президенчӗ.
Тӗслӗхе вăл республикăн 2019 çулти экономика ӳсӗмӗнчи кăтартусем пысăках пулманнине илсе кăтартнă. Минниханов сăмахӗсемпе, çӗршывсем хушшинчи лару-тăру тикӗсех пулмасан та, ытти тулашри улшăнусем кансӗрлесен те, Тутарстан экономикине мала кăларакан мӗн пур меслетсемпе усă курмалла. Çакна наци проекчӗсене пурнăçа кӗртмешкӗн тумалла.
«Ку чи пӗлетрӗшли. Экономика ӳсӗмӗсӗр пурнăç пахалăхне ӳстерме пулмасть, РФ Президенчӗн посланийӗнчи йышăнусемпе нацпроектсене те пурнăçа кӗртейместпӗр», – чӗнсе каланă пухăннисене Рустам Минниханов.
Вăл палăртнă тăрăх, республикăн экономика аталанăвӗнчи, инвестици илӗртӗвӗнчи ăнăçăвӗсем – çемçелмелли сăлтав мар.
«Çынсем мухтанă чухне пире эпир маттурсем, пирӗн веç аван пек туйăнать. Анчах пирӗн çитменлӗхсем те пур, кирлӗ шая мӗн пур министерствопа муниципалитетах тухаймарӗç», – асăрхаттарнă республика ертӳçи.
Çакăн хыççăн Рустам Минниханов регион аталанăвӗн тӗп енӗсене уйрăммăн тишкерсе «ыратакан» вырăнсем çине кăтартнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев