Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Рустам Минниханов Китайра иртекен халăхсен хушшинчи «Auto China 2026» курава хутшăннă

«Auto China 2026» (Пекинри халăхсен хушшинчи автосалон) отраслӗн тӗнче шайӗнчи чи пысăк та авторитетлă мероприятийӗ шутланать. Мӗнле çӗнӗ шухăшпа таврăнӗ республика ертӳçи Китайран черетлӗ хут – ăна вăхăт кăтартӗ.

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов ӗçпе Китая кайсан «Auto China 2026» халăхсен хушшинчи автомобиль куравне хутшăннине пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби.

 «Auto China 2026»  (Пекинри халăхсен хушшинчи автосалон) отраслӗн тӗнче шайӗнчи чи пысăк та авторитетлă мероприятийӗ шутланать.  Курав хăй апрелӗн 24-мӗшӗнченех China International Exhibition Center (Shunyi Hall) тата Capital International Exhibition Center of China площадкăсенче пырать.

Унăн тӗп теми – «Интеллект пуласлăхӗ» («Future of Intelligence»). Паллă ӗнтӗ вăл цифровизаципе, искусствăлла интеллект аталанăвӗпе тата автомобиль строительствинчи çӗнӗ технологисемпе çыхăннă.  Аса илтеретпӗр, Тутарстан  Китайăн промышленность предприятийӗсемпе, уйрăмах автомобильсем туса кăларас енӗпе тачă çыхăнса ӗçлет. Пирӗн предприятисене ку вăхăтра пуринчен ытла электромобильсен, водород топливипе çӳреме пултаракан машинасем, ИИ-решенисем тата автомобиле автономлă майпа çӳретес системăсем интереслентереççӗ.

Тутарстан ертӳçи çӗнӗлӗхсене хăвăрт асăрхать, май килнӗ таран вӗсемпе республикăри промышленность аталанăвӗнче усă курма тăрăшать. Мӗнпе таврăнӗ вăл Китайран черетлӗ хут – ăна вăхăт кăтартӗ.  

https://rais.tatarstan.ru/pressa/photoreports 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ