Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Саркози килни Франци командине пулăшрӗ

Паллă политикӗ матча килни Франци командине вăй хушрӗ пулас, паян Австрали командине 2:1 шутпа çӗнтерчӗ.

Кун пеккине Раççей тахçантанпах кӗтнӗ, тинех пирӗн çӗршыв Футболпа тӗнче чемпионатне йышăнчӗ. Матчсем иртекен хуласенче, çав шутра  Хусанта та, акă ӗнтӗ миçемӗш кун уяв атмосфери. Хусанта паян пӗрремӗш матч иртрӗ. Австрали команди Франципе вылярӗ.  Çак хӗрӳ тупăшăва курмашкăн Хусана Францин экс-президенчӗ Николя Саркози те килчӗ.  Республика ертӳçин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Николя Саркози те хулара тӗлӗнмелле савăнăçлă атмосфера хуçаланнине çирӗплетнӗ. Паллă политик матча килни Франци командине вăй хушрӗ пулас,  паян Австрали командине 2:1 шутпа çӗнтерчӗ.

Сăмах май, çак икӗ командăн вăййине курма «Хусан-Арена» стадиона 41 279 çын килнӗ. Фан-зонăра тата миçен çак вăййа пăхнине шута илсен, ку шут самай пысăк. Тепӗр матч Хусанта июнӗн 20-мӗшӗнче иртет. Ун чух футбол уйне Испанипе Иран командисем тухаççӗ.

Болельщиксене аса илтеретпӗр, хăвăрăн вырăнăрсене вăхăтра вырнаçса ларас тесен, стадиона виçӗ сехет маларах килмелле. Хăвăрпа пӗрле билет тата болельщик паспорчӗ пулмалла. Кун пек ир килнишӗн пӗрре те ӳкӗнмелле пулмасть. Стадион территорийӗнче те болельщиксем валли нумай интереслине хатӗрленӗ. (Сăнӳкерчӗк president.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чемпионат мира по футболу