Сывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр
Элмет районӗнчи Кителга ялӗнче пурăнакан юратнă анне Елена Федоровна КАЛУГИНА январӗн 17-мӗшӗнче 80 çул тултячӗпеарчӗ. Хаклă çыннăмăра юбилей ячӗпе саламласа уйăх пек çутă кун-çул, куç тулли телей сунатпăр. Яланах çакăн пек уçă кăмăллă та ырă чӗреллӗ пул. Çывăх çыннусен юратăвӗпе тимлӗхне туйса пурăнмалла пултăр.
Çавăн пекех январӗн 19-мӗшӗнче аннепе атте, Елена Федоровнăпа Виталий Борисович, пӗрлешнӗренпе 62 çул çитрӗ. Аттемӗр халӗ 83 çулта ӗнтӗ. Пире, 10 ачине, чун парса тӗрӗс-тӗкел пăхса ӳстернӗшӗн, ăс панăшăн çӗре çити пуç таятпăр. Сывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр.
Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗх,
Юрататпăр чӗререн сире.
Çут мерчен пек кӗмӗл тӗслӗ
Çӳçӗрсем çинче выртать тӗтре.
Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне,
Йышăнсамăр тăван ачăрсен саламне.
Сиртен хаклă çынсем урăх çук тӗнчере,
Сирӗн çутă сăнарăр ялан чӗрере.
Хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, ывăлӗсемпе кинӗсем, 20 мăнукӗ тата 14 кӗçӗн мăнукӗ
Нет комментариев