Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Суйлав участокӗсем Пӗрлехи сасăлав кунне хатӗрленӳ ӗçӗсене вӗçлесе пыраççӗ

Ку вырсарникун, сентябрӗн 14-мӗшӗнче, Раççейре Пӗрлехи сасăлав кунӗ иртет. 21 субъектра регион пуçлăхӗсене, 11 регионта закон кăларакан органсен депутачӗсене, 25 субъектра муниципаллă йӗркеленӳсен пуçлăхӗсене суйлӗç.

Суйлав участокӗсенчи комиссисене бюллетеньсене çитернӗ, видеоконтроль хатӗрӗсене вырнаçтарнă, технологи хатӗрӗсене лартса тухнă. 

«Федераци, республика, муниципаллă йӗркеленӳ шайӗнче мӗнпур ӗçсене туса çитернӗпе пӗрех. Шанатăп ку ӗçсем сасăлава уçă, легитимлă, йӗркеллӗ ирттерсе яма пулăшӗç. Эпир комиссисемпе тачă çыхăнура ӗлетпӗр. Йӗркелӳ ӗçӗсемпе сиксе тухма пултаракан мӗнпур ыйтусемпе проблемăсене татса пама тата пулăшма хатӗр», – терӗ ТР Тӗп суйлав комиссин председателӗ Андрей Кондратьев. 
 
Тутарстанра пурăнакансем валли ТР ТСК ятарласа «хӗрӳ лини» ӗçне йӗркелет. Унпа усă курма пуçланă та ӗнтӗ. Специалистсем паяна 500 ытла ыйтăва татса панă. Обращенисене сентябрӗн 15-мӗшӗччен йышăнаççӗ. 
 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Единый день голосования