Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Августăн 26-мӗшӗнчен Хусанта метро станцийӗсенче прививка тума тытăнаççӗ

Грипран прививка тумашкăн халăха меллӗ пултăр тесе Хусанта кăçал та метро станцийӗсенче вакцинаци пункчӗсем йӗркелессине пӗлтерет «Татар-информ» ИА Хусанти Сывлăх сыхлав управленийӗн пресс-службин хыпарӗ çине таянса.

Вакцинаци пунчӗсем кăçал тунтикунран, августăн 26-мӗшӗнчен, ӗçлеме пуçлаççӗ. Вӗсем куллен, çав шутра канмалли кунсенче те, ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 19 сехетчен йышăнаççӗ.

Вакцинаци пункчӗсем, яланхи пекех васкавлă пулăшу машинисенче вырнаçӗç, вӗсем хусансене:

1.Авиастроительная;
2. Яшьлек;
3. Козья Слобода;
4. Площадь Тукая;
5. Проспект Победы;
6. Дубравная станцисенче кӗтеççӗ.

Прививкăна (хамăр çӗршывра кăларнă «Совигрипп»вакцинăпа) 18 çул тултарнисенчен пуçласа пурне те тăваççӗ, хăвăрпа паспорт кăна пулмалла.

Вакцинаци тутарассипе тутармасси кашни çыннăн ирӗкӗ, çапах та тухтăрсем грипп вирусӗ çуллен улшăнса çӗнӗ штамсене пайланса пынине, маларах прививка туса илнӗ иммунитет вара чакнине аса илтереççӗ. Шăпах çак сăлтавпа кашни çул вакцинаци туса вируссенчен сыхланма сӗнеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество