Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Тутарстан культура мозаики» кăçал Пăлхарта

Май уйăхӗн 4-7-мӗшӗсенче Пăлхар хулинче IV «Тутарстан культура мозаики» нацисем хушшинчи республика фестивалӗ иртет.

Тутарстанра пурăнакан тӗрлӗ наци студенчӗсемпе çамрăкӗсен хушшинчи туслăха çирӗплетес, халăхсен культурипе йăли-йӗркисене сыхласа хăварас тӗллевпе Тутарстанри çамрăксен ассамблейи ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствипе пӗрле май уйăхӗн 4-7-мӗшӗсенче Пăлхар хулинче IV «Тутарстан культура мозаики» нацисем хушшинчи республика фестивальне ирттерет. 

Йăла тăрăх, мероприятие çуллен Тутарстанри 150 наци çамрăкӗсен представителӗсем (16-30 çулсенчи) хутшăнаççӗ. Çав шутра чăвашсем те. Унта хутшăнас тесен апрелӗн 21-мӗшӗччен видео заявка ярса памалла. Пултарулăх номерӗсене вокал, хореографи, литература произведенийӗсен постановки,  хăйне евӗрлӗ жанр, музыка енчен пăхаççӗ. (Сăнӳкерчӗк «Аталан» пӗрлешӗвӗн).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль