Тутарстана, халăха хăв мӗнле юратнине пӗлтермелли кун
Юрату тата созидани (ырă ӗçсем туни) пӗлтерӗшсене тӗпе хурса паянхи культура программине йӗркеленӗ.
Паян пирӗн паллă кун, Тутарстана, халăха, паянхи Тутарстана йӗркелекенсене хăв мӗнле юратнине пӗлтермелли тата иртнӗ 5 çулта тунă ӗçсене, республикăн çитӗнӗвӗсене пӗтӗмлетмелли кун та. Юрату тата созидани (ырă ӗçсем туни) пӗлтерӗшсене тӗпе хурса паянхи культура программисене йӗркеленӗ. Пурне те суйлав участокӗсене килме, Тутарстанăн малашнехи аталанăвне кашни хăйӗнчен пай кӗртме йыхравлатпăр. Ку вăл пирӗн республикăн малашлăхӗн аталанăвӗ. Паянхи конкурс мероприятийӗн тӗп шухăшӗ #ВсейСемьейНаВыборы #ТатарстанАлга», – пӗлтерчӗ пресс-конференцире ТР Премьер-минстрӗн çумӗ Лейла Фазлеева «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире
Аса илтеретпӗр,суйлава хутшăнакансем валли паян обществăлла транспорт тӳлевсӗр. Çемьепе хутшăнакансен хушшинче #ВсейСемьейНаВыборы #ТатарстанАлга республика фотоконкурсӗ иртет. Тӗп призсем 2 Sollers ST8 автомобиль тата 11 смартфон. Кунӗпе паян тата 3 робот-пылесос DREAME TROUVER, 3 KitFort аэрогриль, 3 Hyundai отпариватель тата amsung микроволновка .
Фотоконкурса республикăри çемьесем паян 07:00-рен пуçласа 20:00 сехетчен хутшăнма пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев