Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Тутарстанра туй тума 100 пин тенкӗ илме пулать

Ку эрне Тутарстанра Ҫемье эрни пек иртет. Кашни хулапа Районта тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Юбиляр-мӑшӑрсене чысланинчен пуҫласа нумай ачаллисене мини-автобуссем парасси таран.

Паян ТР Министрсен Кабинетӗнче Ҫемье кунне палӑртассипе ҫыхӑннӑ мероприятисене пӗтӗмлетрӗҫ. Июлӗн 8-мӗшӗнче Раҫҫейре Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунне 2008 ҫултанпа паллӑ тӑватпӑр. Вӑл халӗ календарьти юратнӑ уявсенчен пӗри.

Тутарстанра ку эрне Ҫемье эрни пек иртет. Республикӑра пӗтӗмпе 600 тӗрлӗ мероприяти иртнӗ. Ҫакӑн пирки сӑмах пычӗ те паян Правительство Ҫуртӗнче.

Спикерсен шутӗнче Министрсен Кабинечӗн ЗАГС управленийӗн пуҫлӑхӗ Эльвира Ахметова, ТР ӗҫ, ӗҫлӗхпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова, ТР Архив ӗҫӗн патшалӑх комитечӗн председателӗ Гульнара Габдрахманова, ТР ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Софья Галиева-Мустафина пулчӗҫ. 

Эльвира Ахметова ТР Раисӗ Рустам Минниханов ҫемье темине - йӑлӑри ҫемье хаклӑхӗсене, нумай ачаллисене, професси династийӗсене - пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ. 

Парксемпе скверсем, Культура ҫурчӗсем, ҫамрӑксен центрӗсем, шкул ҫумӗнчи лагерьсем, музейсем тата ытти - йӑлт ҫемьесем валли. Аслӑраххисем патне вара килӗсене ҫитеҫҫӗ.

Республикӑри районсемпе хуласенче концертсем, тӗрлӗ турнирсем, конкурссем иртнӗ. "Ҫуллен ҫак мероприятисенче"За любовь и верность " медальсене парасси йӑлара. Кӑҫал Тутарстанӗпе ӑна 70-ӗн илме пултарчӗҫ. Ӑна тӗслӗхлӗ ҫемьесене, династисене, килӗштерсе 25 ҫултан сахал мар пурӑннисене паратпӑр", - терӗ ЗАГС пуҫлӑхӗ. Хусанта кӑна "Елмай" ача-пӑча паркӗнче ӑна 12 мӑшӑра панӑ. Ҫакӑнта тата СВОна хутшӑннисен тата нумай ачаллӑ ҫемьесене чысланӑ. 

Эльвира Ахметова сӑмахӗпе, ку эрне мӑшӑрланас текенсемшӗн илӗртӳллӗ. Июлӗн 1 - 7-мӗшӗсенче республикӑра 710 ҫӗнӗ ҫемье йӗркеленнӗ. Вӗсенчен 129-шӗ шӑпах Ҫемье кунне тивнӗ. Ку кунсенче мӑшӑрланура килӗштерсе 50, 60, 70 ҫул пӗрле пурӑннисене чысласси те йӑлара. Паллах ҫӗнӗ кайӑксем те тимлӗхре, июлӗн 1 - 6-мӗшӗсенче пӗтӗмпе 500 ытла ача ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшне ҫуралнӑ хута чаплӑ лару-тӑрура алӑран тыттарнӑ. 

Эльмира Зарипова республикӑра ҫемьесене пулӑшас тӗллевпе йышӑннӑ пулӑшу мерисем ҫинчен каласа пачӗ. Ҫавсен шутӗнче ялта пурӑнакан ҫемьесене ача ҫуралнипе пурӑнакан тӳлевсем, нумай ачаллӑ е инвалид ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене льготӑсемпе, пособисемпе тивӗҫтересси. Министр ҫамрӑк ҫемьесем валли льготӑллӑ социаллӑ ипотека программи пуррине те аса илтерчӗ. Паяна унпа 2 пине яхӑн ҫемье усӑ курнӑ. 

Ялта пурӑнакан ҫемьесене пулӑшасси пирки. 23 ҫулччен пӗрремӗш ачине ҫуратнисене 50 пин, 29-ччен виҫҫӗмӗш ачине ҫуратнисене 100 пин тенкӗ параҫҫӗ. Ку ҫул ӳсӗмне ахаль палӑртман. Ҫапла майпа ҫамрӑк ҫемьесене ҫуратма хавхалантарас тенӗ. Ку "Демографи" нацпроектпа ҫыхӑннӑ ятарлӑ программа. Эльмира Зарипова сӑмахӗпе, ку йышши пулӑшу ытти регионсенче ҫук. 

Уйрӑммӑн министр республикӑра 10 ытла ача ӳстерекен ҫемьесене автомобиль пани ҫинче чарӑнчӗ. "Паян ТР Раисӗ Рустам Минниханов йышӑнӑвӗпе 6 ҫемье 15 вырӑнлӑх Sollers Atlant мини-автобуслӑ пулчӗ», – пӗлтерчӗ министр.

 Софья Галиева-Мустафина тепӗр ҫӗнӗлӗхпе паллаштарчӗ. Татарстанра ҫамрӑк ҫемьесене туй тума 100 пин тенкӗлӗх грант парса пулӑшаҫҫӗ. "Паян ҫамрӑк мӑшӑрсене, уйрӑмах студентсене туй тума ҫӑмӑл мар. Кӑна эп хам тӑрӑх та пӗлетӗп. Шел те, эпӗ те ӗмӗтри туя тӑваймарӑм. Ун чух кун пек пулӑшу ҫукчӗ. Халӗ пур. Тавах Раиса Рустам Минниханова", - терӗ министр ҫумӗ. Грант укҫине 35 ҫула ҫитмен тата республикӑра 3 ҫултан ытларах пурӑнакан мӑшӑрсене параҫҫӗ. Ку ҫул вӗҫлениччен ҫак пулӑшӑва 80 ытла ҫамрӑк ҫемье илме пултарать. Ун валли заявка тултармалла тата видеовизитка хатӗрлесе собеседовани иртмелле. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 июля – День семьи, любви и верности