Валентина Фёдоровна НИКОЛАЕВА 85 çул тултарчĕ
Пӑва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурӑнакан Валентина Фёдоровна НИКОЛАЕВА паян, сентябрӗн 15-мӗшӗнче, 85 çул тултарать. Юратнӑ анне, çуралнă кун ячӗпе сана ӑшшӑн саламлатпӑр, тӗнчери мӗнпур ыррине, тулӑх пурнӑç, тулли телей те ӑнӑçу сунатпӑр.
Яланах хаваслӑ та ырӑ, чунупа çамрӑк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр, пирӗн тӑван кил ӑшшине упраса нумай çул пурӑн. Ачусен тата мӑнукусен пархатарне курмалла пултӑр.
Çуралнӑ кунпа салам сана, аннеçӗм,
Чи çирӗп сывлӑх та телей сана, чекеçӗм.
Çак кун çуралнӑ эсӗ çӗр çине
Ытарайми чи хаклӑ çын – анне.
Ывӑлӗ, кинӗ, виçӗ хӗрӗ, кӗрӳшӗсем, мӑнукӗсем тата кӗçӗн мӑнукӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев