Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Валентина Тараватăн пултарулăх каçӗ

Августăн 22-мӗшӗнче Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районне кӗрекен Аслă Нагаткин ялӗнчи А.С.Пушкин ячӗллӗ библиотекăра пирӗн хисеплӗ ентешӗн, Раççей тата Чăваш çыравçисен союзӗсен пайташӗн Валентина Николаевна Тараватăн çуралнă кунне халалласа «Судьба – великий дар от Бога» пултарулăх каçӗ иртнине хыпарлать Чăнлă районӗн культура тата халăх канăвне йӗркелессипе ӗçлекен уйрăмӗ.

Валентина Николаевна чăнах та питӗ пултаруллă, чăн-чăн сăмах ăсти. Вăл – поэт, прозаик, куçаруçă, композитор. 30 кӗнеке тата 60 юрă авторӗ.

Тӗлпулу ентешӗмӗр хăйӗнпе паллаштарнинчен пуçланнă. Валентина Николаевна ачасемпе аслисем валли çырнă хăйӗн сăввисене каланă кăна мар, хăй çырса кӗвӗленӗ юррисене те юрласа панă. Пултарулăх каçне килнӗ вăтăр ытла çын автора кашни сăвă-юрри янăранă хыççăн тăвăллăн алă çупса тав тунă.

Пухăннисем хăйсем те унăн сăввисене хаваспах вуланă. Вырăнти шкулăн пуçламăш класс вӗрентекенӗпе М.Н.Шакинапа Е.Ю. Ухварова, Е.Г. Алексеева-Аксупи, Е.Н. Кузьмина, Н.Н. Юнгерова çыравçăсем, поэзие юратакансем çав кун ентешӗмӗре нумай ăшă сăмах каланă, çапла ăш-пиллӗ те интереслӗ иртнӗ ентешӗмӗрпе тӗлпулу.

Елена АЛЕКСЕЕВА-АКСУПИ сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели Известные чуваши Валентина Тарават