Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Вăрçă ветеранӗсене халалланă кӗнекен хăтлавӗ пулать

Кăмăл пуррисене пурне те паян 15.00 сехет тӗлне Павлюхин урамӗнчи 57-мӗш çуртра вырнаçнă Туслăх Çуртне чӗнетпӗр!

Паян, сентябрӗн 25-мӗшӗнче, Хусанти Туслăх Çуртӗнче кăнтăрла иртсен 15.00 сехетре Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине халалланă «Городище» кӗнекен хăтлавӗ пулать. Унта кӗнеке авторӗсем – Раççей Наука академийӗн Хусанти наука центрӗн наука сотрудникӗ, математик, механик тата таврапӗлӳçӗ Анатолий Шихранов, Хусанти федераллă университет профессорӗ, истори наукисен кандидачӗ, ТР тава тивӗçлӗ учителӗ Иршад Гафаров, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, ЧНКА председателӗ Дмитрий Самаренкин, Хусан Кремлӗнчи Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин музейӗн директорӗ Михаил Черепанов, ТР Наука академийӗн сотрудникӗсем, Хулаçырми ял представителӗсем тата ытти интереслӗ çынсем хутшăнасси паллă.

Палăртса хăварар: тӗпчев ӗçӗ 8 çула тăсăлнă. Кӗнекене Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗн ветеранӗсемпе тыл ӗçченӗсене халалланă.

Сакăр çула тăсăлнă кăткăс тӗпчев ӗçӗнче авторсем халиччен ниçта та палăртман 406 çӗнӗ ят тупса Хулаçырми ял хутлăхӗнчен вăрçа тухса кайнисен çӗнӗ списокне хатӗрленӗ. Кӗнекене пурӗ 929 салтак ятне кӗртнӗ, вӗсенчен 501-шӗ – вăрçăран таврăнманнисем.

Кăмăл пуррисене пурне те паян 15.00 сехет тӗлне Павлюхин урамӗнчи 57-мӗш çуртра вырнаçнă Туслăх Çуртне чӗнетпӗр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев