Хусанта иртекен пӗтӗм тӗнчери çамрăксен саммитне 40 çӗршывран 300 делегат пуçтарăнӗ
Паянхи çамрăксене нумай япала шухăшлаттарать. Саммит шайӗнче вӗсем халăхсен хушшинчи шайри экспертсемпе тӗл пулӗç, воспитанипе çыхăннă ыйтусене сӳсте явӗç, искусствăлла интеллект витӗмӗ тата ытти пирки калаçӗç.
Августӑн 26 – 30-мӗшӗсенче Тутарстанра V Çамрӑксен Хусанти глобальлӗ саммичӗ иртет. Унта 40 çӗршывран 300 делегат килесси паллă. Çамрăксен саммичӗн кăçалхи тӗп темине «Глобальлӗ улшӑнусен тапхӑрӗнчи вӗренӳ: çирӗп аталану валли кадрсем» тесе палăртнă. Кун пирки «Татар-информа» республикӑри «Движение первых» юхӑмăн пресс-служби пӗлтернӗ.
Мероприяти çамрӑксен, культура, ӗç, цифровизаципе медиа, вӗрентӳпе ӑслӑлӑх ведомствисен ертӳçисемпе эксперчӗсене пӗрлештерӗ. Ку çӳлерех асăннă енсене аталантарассипе вӗренӳ продукчӗсене глобальлӗ шайра сарассин системӑллӑ тата стандартлӑ мар меслечӗсене йӗркелеме май парӗ.
Саммит программинче – вӗренӳ сферинчи карьерӑпа партнерлӑх формисемпе çыхăннă сессисем, халăхсен хушшинчи экспертсемпе уçӑ диалогсемпе ток-шоусем, тӗрлӗ çӗршывсенче практикăна кӗнӗ воспитани моделӗсем, креативлӑ экономика çинчен сессисем, ИИ витӗмӗ пирки дискуссисем, вӗрентӳ проекчӗсен краш-тесчӗсем.
Саммитăн хăш-пӗр сессине кăмăл тăвакансем пурте хутшăнма пултараççӗ. Лекес тесен маларах регистраци иртмелле. Тӗлпулусен тӗп вырăнӗ хальхинче Уникаллă пултарулăх центрӗ пулӗ. Саммит программине Хальхи наци культурин тата Ăслӑлӑх фестивалӗсем те кӗнӗ. Иккӗшӗ те хула çыннисемпе туристсемшӗн уçă пулӗç.
Сăмах май, ача-пăчапа çамрăксен юхăмне туса хурасси çинчен Указа 2022 çулта РФ Президенчӗ Владимир Путин алă пусса çирӗплетнӗ. Пӗтӗм Раççейри «Движение первых» юхăмăн Тутарстанри уйрӑмне ТР Çамрăксен ӗçӗсен унчченхи министрӗ Тимур Сулейманов ертсе пырать. «Движение первых» юхăмпа çыхӑнса ӗçлеме республикӑра координаци канашне йӗркелесси çинчен Указа вара ТР Раисӗ Рустам Миннихановăн 2023 çулхи февралӗн 14-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Салават Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ, «Татар-информ».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев