Хусанта ку шăматкун Shanu этно-джаз ушкăн концерчӗнче чăваш дизайнерӗсен ӗçӗсемпе паллашма май пулӗ
Ку эрнере Хусанта чăваш культурин акăш-макăш илемлӗ, çӗнӗлле форматлă меропрятийӗ иртет. Сентябрӗн 14-мӗшӗнче «Соль» барта Shanu этно-джаз ушкăнӗн концерчӗ тата çавăнтах чăваш дизайнерӗсен ӗçӗсемпе те паллашма пулӗ.
Ку эрнере Хусанта чăваш культурин акăш-макăш илемлӗ, çӗнӗлле форматлă меропрятийӗ иртет. Сентябрӗн 14-мӗшӗнче «Соль» барта Shanu этно-джаз ушкăнӗн концерчӗ тата çавăнтах чăваш дизайнерӗсен ӗçӗсемпе те паллашма пулӗ.
Ушкăн вокалистки Вера Кожеманова, ун пирки пирӗн вулакансем пӗлеççӗ ӗнтӗ. Вера халăх юррисене джаз стилӗ çине хурса вӗсене çӗнӗ пурнăç парнеленисӗр пуçне çамрăксене çапла майпа тăван культурăпа паллаштарать, интереслентерет. Кăçал Shanu ушкăн харăсах Раççейре иртекен виçӗ джаз конкурсӗнче çӗнтерӳçӗсен шутне кӗчӗ, çӗршыври чи авторитетлă площадкăсенче концертсем пачӗ. Унсăр пуçне Культура каналăн «Шаболовка, 37» клубӗн хăнисем те пулчӗç. Кăларăма паллă джаз музыкант Вадим Эйленкриг ертсе пырать.
Мероприятин тепӗр пайӗ — чăваш ăстисен, пултаруллă дизайнерсен этно-маркечӗ. Унта вӗсем хăйсен ӗçӗсемпе паллаштарӗç. Пӗтӗмпе 8 дизайнер килмелле. «OMLA» брэнд йӗркелӳçи Людмила Семенова чăваш культурин кодне çӗнетсе паянхи пурнăçпа сыпăнтарать. Наци эстетики вӗсемшӗн пӗрремӗш вырăнта. Киввипе çӗнни питӗ те шайлашуллă сыпăнса пырать вӗсен ӗçӗнче. «ТӐНӐҪ» авторӗ çамрăк ӳнерçӗ Юма Андреева. Хăйне вăл чăваш ДНК кочӗн управçи тесе палăртать. Унсăр пуçне çак маçтăр чăвашла сӗтелçи вăййисем (настольные игры) шутласа кăларас енӗпе те ăста. «КАШКӐР» авторӗ чăваш мифологийӗпе хавхаланса хăй япалисене ăсталать. Кристина Макосеева («ВИҪӖ ХӖВЕЛ»), Ксения Романова («Сан валли»), Эрпиге Хотиновская (hotinovskaya), Дина Трякова («СавăрПи) çамрăк дизайнерсен пултарулăхӗ те питӗ кăсăклă. Чăваш халăх тумне, капăрлăхсене вӗсем паянхи мода тенденцийӗпе питӗ те ăнăçлă сыпăнтарса пыраççӗ. Чăваш халăх тум культуринче çакăн пек пултаруллă маçтăрсем пурри питӗ те хавхалантарать. Ку çамрăксем хушшинче тăван культурăна популяризацилеме питӗ те пулăшать.
Праски Витти паллă ӳнерçӗ çинчен илтмен чăваш юлман пулӗ. Унăн ӗçӗсене те курма пулӗ ку шăматкун. Хусана унăн мăнукӗ Кирилл Коробков килесси паллă. Этно-маркетра вăл кукашшӗн ӳкерчӗкӗсене тӗпе хурса тунă тутăрсем илсе килессине пӗлтернӗ. Тутăрсене Павлово-Посадри тутăр мануфактуринче туса кăлараççӗ иккен.
Тепӗр маçтăр, Вита Ностра, хăйне «Ăста» тесе палăртнăскер, йывăçран капăрлăхсем ăсталанипе палăрса тăрать. Мӗнле калас, 100 хут илтиччен пӗрре кайса курни лайăхрах. Çавăнпа пурне те шăматкун концертпа этно-маркета кайса курма сӗнетпӗр.
Сăмах май, «Букет Чувашии» те çак мероприятие хутшăнассине пӗлтернӗ, спонсор шайӗнче. Пултаруллă çамрăксене тӗрев парас ӗçре айккинче юлас темен сăра компанийӗ.
Ирина ГОРДЕЕВА.
К.Романова тата vk.com/event сайтран илнӗ сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев