Хусанта салтак юррисен «Никрут юрри» ll республика фестиваль-конкурсӗ иртрӗ
Май уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Хусанти Туслӑх Ҫуртӗнче салтак юррисен «Никрут юрри» ll республика фестиваль-конкурсӗ пулчӗ. Ӑна ТР ЧНКА ТР Раисӗн граждан обществине аталантарассипе ҫыхӑннӑ гранчӗ пулӑшнипе йӗркелесе ирттерчӗ. Тӗллевӗ – халӑх йӑлине сыхласа хӑварасси, ҫамрӑк ӑрӑва патриотизм воспитанийӗ парасси.
Йӗркелӳ ушкӑнӗ районсенче йӑлапа ҫыхӑннӑ пилӗк видеоролик та ӳкернӗ. Шӑпах пӗри, Ҫӗнӗ Шуҫӑм районӗнче ӳкерни, мероприятие пуҫларӗ.
Аса илтеретпӗр, пӗрремӗш фестиваль-конкурс 2015 ҫулта пулнӑччӗ. Кӑҫал та суйлав тапхӑрӗсем Аксу, Ҫӗпрел, Нурлат, Пӑва районӗсенче иртрӗҫ. Финала районсенче ҫӗнтернисем тухрӗҫ.
Конкурсантсем "Уйрӑммӑн юрласси", "Ушкӑнпа юрласси" тата "Йӑла кӑтартни" номинацисенче тупӑшрӗҫ. Вӗсем Аксу, Ҫӗнӗ Шуҫӑм, Пӑва, Ҫӗпрел, Ҫӳлту, Кайпӑҫ, Ҫарӑмсан, Нурлат, Лениногорск, Элмет районӗсенчен, Ҫырчалли хулинчен килнӗччӗ.
Финал концертне хаклӑ хӑнасем – Татресурс центрӗн ертӳҫи З.Н.Сафина, ТР Ӗҫпе ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисене панӑ социаллӑ гарантисене пурнӑҫ кӗртекен уйрӑмӗн директорӗ Д.Е.Будкин, Хусанти Туслӑх Ҫурчӗн директорӗ Т.Р.Кадыров, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ К.А.Малышев саламларӗҫ.
"Никрут юрри" фестиваль-конкурсра чи пултаруллисене награда та пачӗҫ. РФ оборона министрӗн 2026 ҫулхи мартӑн 25-мӗшӗнче тухнӑ 728а приказӗпе Ҫӗнӗ Шуҫӑм районӗнчи Чӑваш Шупашкар ялӗн волонтерне Людмила Ивановна Ильдуловӑна "За трудовую доблесь" медальпе наградӑларӗҫ. Аса илтеретпӗр, Ильдуловсен ҫемйи ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах ентеш-салтаксене пулӑшать, 2025 ҫулта кӑна ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксене 678000 тенкӗлӗх пулӑшу панӑ. Ҫав шутра фронта 3 мотоцикл, нумай пулмасть тата УАЗ автомобиль ӑсатрӗ. Ҫавӑн пекех Лайӑш районӗнчи Габишево Культура ҫурчӗн ӗҫченне, "Весна" дуэтӑн солисткине Елена Анатольевна Макарована ТР Ӗҫӗпе ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Тав ҫырӑвӗпе чысларӗҫ.
Салтака ӑсатас йӑлапа пӗрлӗх хӗрсен салтак юррине те илтме май пулчӗ хальхинче. Ҫӗнӗ Шуҫӑм районӗнчи Чӑваш Шупашкар ялӗнче пурӑнакан Анастасия Якушкина Патӑрьел тӑрӑхӗнчи хӗрсен салтак юррине юрларӗ. Теччӗ районӗнчи Сергей Ефимов та юррине ятарлӑ ҫар операцийӗнче пӗрремӗш кунранах неонацистсемпе кӗрешекен ывӑлне, артиллерист-офицера Кирила халалларӗ. Кайпӑҫ районӗнчи Кӳлпуҫ ялӗн ансамблӗпе Аксу районӗнчи Елена Охотникова юррисенчи анне тунсӑхлавӗ чӗрене ҫав тери тивмелле янӑрарӗ. Темиҫе ӗмӗр каялла пуҫланнӑ салтака ӑсатас йӑла ялсенче халӗ те упранса юлни, ӑна салтак ҫулне ҫитсе пыракан каччӑсем хӑйсем юрлани ҫав тери кӑмӑллӑ.
Кашни конкурсант питӗ лайӑх хатӗрлӗннӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл пулмарӗ-тӗр жюрие. Ҫапах та конкурс конкурсах.
Ҫапла вара “Уйрӑммӑн юрласси” номинаци ҫӗнтерӳҫисем:
1 вырӑн - Анастасия Якушкина, Ҫӗнӗ Шуҫӑм районӗ, Чӑваш Шупашкарӗ ялӗ.
2 вырӑн - Уламасов Николай тата Мельников Вячеслав дуэчӗ, Ҫарӑмсан районӗ, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗ.
3 вырӑн - Мария Краснова, Ҫӗпрел районӗ, Ҫӗнӗ Упи ялӗ.
“Ушкӑнпа юрласси” номинаци ҫӗнтерӳҫисем:
1 вырӑн - “Пасна” фольклор ушкӑнӗ, Ҫӗпрел районӗ, Паснапуҫ ялӗ
2 вырӑн - “Пилеш” чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ, Лениногорск районӗ, Ҫӗнӗ Шешкел ялӗ.
3 вырӑн - “Палан” халӑх фольклор ансамблӗ, Кайпӑҫ районӗ, Кӳлпуҫ ялӗ.
“Йӑла” номинаци ҫӗнтерӳҫисем:
1 вырӑн - “Чӗкеҫ” чӑваш халӑх ансамблӗ, Ҫырчалли хули.
2 вырӑн - “Ҫӑлкуҫ” фольклор коллективӗ, Ҫӗпрел районӗ, Хулаҫырми ялӗ.
3 вырӑн - “Шӑхаль” фольклор ансамблӗ, Ҫӳлту районӗ, Шӑхаль ялӗ.
Гран-прие тата 60 000 тенкӗлӗх сертификата “Хӑят чечекӗсем” фольклор ансамблӗ, Пӑва районӗ, Пӳркел ялӗ ҫӗнсе илчӗ.
Тӗплӗнрех "Сувар" хаҫатӑн ҫитес номерӗнче вулӑр.
Сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев