Эрнелӗх гороскоп 04.05 – 10.05
Эпир хамăрта вăйлăн тапса тăракан çăлкуç пек хăват туятпăр. Çак кунсенче пуçланă проектсене хăвăрт вӗçлеме ыйтаççӗ, лару-тăрăва лайăх пӗлни, эмоцисене ирӗке яманни пире пулăшса пырать.
ТАКА 21.III – 20.IV
Сире пӗрешкел иртекен кунсем йăлăхтарнă, тунтикунах пӗр-пӗр приключениллӗ проекта хутшăнма хатӗр, анчах кӗçнерникунччен халичченхи йӗркепех пурăнма тивет. Сирӗн оптимизм ӗçтешӗрсем çине те куçать, капла ӗçлеме те хаваслăрах.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Эрнипех ӗçӗре асăрхаççӗ, мухтаççӗ. Çакăнпа рехетленсе лăплансан йăнăшсем тăвасси куçкӗрет, астăвăр. Тахçантанпа пыракан тавлашура тӳсӗмлӗрех пулсан çӗнтеретӗр. Çывăрас умӗн пуçа кӗнӗ шухăш çав тери ăнăçлă пулать.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Кунсем пит хӗрӳллӗ, сăлтавсăрах хирӗçӳсем сиксе тухаççӗ. Çăлтăрсем сире чăтăмлăрах пулма хушаççӗ. Юлташăр тăруках парнепе савăнтарать. Эсир тӗрӗслӗхшӗн çине тăни коллектива мирлештерет.
РАК 22.VI – 22.VII
Ӗмӗтленни пурнăçа кӗрес пек, анчах çапла пултăр тесен нумай вăй хумалла. Тахçантанпа кӳренсе калаçмасăр пурăннă çынсемпе килӗшӳ тупатăр. Канмалли кунсенче те ӗçлеме тивет, çитӗнӳсем шутланинчен те ытларах пулаççӗ.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Тӗлӗнмелле çынпа паллашни пурнăçăр йӗркине тӗпрен улăштарать. Пӗчченнисен çулçӳреве кайма шанăç пулать. Хушма ӗçе пула енчӗкӗре ытларах укçа кӗрӗ. Çак кунсенче тӳлесе татман парăмсене хупма май тупатăр.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Нумайранпа пырса тӗкӗнмен ӗçсенче йӗрке туни чунăра кантарать. Канмалли кунсенчи кӗтмен тӗлпулу планăрсене улăштарать. Ку эрнере вак-тӗвекӗн пӗлтерӗшӗ пысăк пулнине ăнланса илетӗр.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Çак кунсенче питӗ пӗччен юласшăн эсир, халь çынпа хутшăнни çивӗч ыйтăвăрсене татса пама пулăшать. Эмоцисене пула тимлӗхе çухатасран асăрханмалла. Кӗçнерникун ӗçлӗ калаçусенче хăюллă йышăну туни сире ăнăçу кӳрет.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Пӗрисем тахçанах алă сулса пăрăннă ӗçре эсир çитӗнӳ тăватăр. Инçе çулта е вӗренӳре сире савăнтаракан сюрприз кӗтет. Юратнă çыннăр кӗтмен çӗртен парнепе тӗлӗнтерет. Çак кунсенче çын ӗçне тума тивет, ку сирӗн авторитетăра çӗклӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Канлӗх е тивӗç? Ку эрнере иккӗшӗнчен пӗрне суйласа илмелле, çăмăл мар çакна тума. Кил-çуртра техника кăшт çӗмӗрӗлни кăмăлăра хуçать, паллах, çав вăхăтрах йӗркене хаклама вӗрентет. Çак кунсенче тӗл пулнă çын сирӗн тӗнче курăмăра тӗпрен улăштарать.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Кил-çурт ыйтăвӗсене татса панă чух чылай вӗткеленсе çӳреме тивет, эсир хăвăра чăн-чăн çемье тылӗ пек туятăр-çке. Тăванăрсенчен кӗтмен хыпар илни канмалли кунсенчи планăрсене улăштарма хистӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Çине тăни хăйне тӳрре кăларать – темиçе уйăх каялла пуçăннă проекта ăнăçлăн вӗçлетӗр. Çак кунсенче çитӗнӗвӗрсем çинчен уççăн, пурте илтмелле калама тивет. Тунтикун пуçлăх е ырланипех çырлахать, е пысăкрах должноçа куçарнине пӗлтерет.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Сирӗнтен нумайранпа пытарса тăнă вăрттăнлăхсем çак кунсенче паллă пулаççӗ. Эрнипе хире-хирӗçле эмоцисем лăпланма памаççӗ сире, апла пулин те эсир çӗнтерӳçӗ пулса тухатăр. Пысăк проекта пурнăçлас тесе пӗтӗм вăйран ӗçлетӗр. Юнкун финанс ăнăçăвӗ килсе тухать, ан вӗçертӗр ӗнтӗ ăна.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев