Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 08.06 – 14.06

Тахçан пуçланă проектсем вӗçленеççӗ, пулассисем çывхараççӗ, кӗç-вӗç пурнăçлама тытăнатпăр. Сисӗни-сисӗнми иртекен пулăмсене лайăх тимлемелле – вӗсенче пулас улшăнусен паллисем курăнӗç. Канмалли кунсене канӑçлăн ирттерӗпӗр.

ТАКА 21.III – 20.IV

Васкаса тунӑ килӗшӳсене çак эрнере тепӗр хут пӑхса тухмалла. Халь сирӗн чӑтӑмлӑрах пулмалла, васкасан ӳкӗнме тивӗ. Укçа-тенкӗ ыйтӑвне каярах татса пама пулмӗ: банкран шӑнкӑравлӗç е пӗлӗшӗр парăм çинчен аса илтерӗ. 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Ку эрнере эсир тӗп герой мар, сӑнавçӑ пулни усăллă. Ытларикун илекен электронлă çырăва тӳрех хуравламалла. Эрне варринче килти техника ваннишӗн ан кулянăр, тахçанах улăштарма вăхăт çитнӗ ӗнтӗ ăна. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Эрне пуçламӑшӗнче хутсенче йӗрке тунă чух  парӑм расписки сиксе тухӗ. Хăвăра кирлӗ мар япалана çак кунсенче хаклă хакпа сутма май пур. Юнкун пухура чӗнмесӗр ларсан лайăхрах пулӗ сирӗншӗн. Канмалли кунсене гаджетсăр ирттерни нерв системишӗн усăллă. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Ыттисем пултăксăр ӗç тесе килӗшменнипе ертӳçӗ пулма сире сӗнеççӗ. Килӗшӗр, эсир çитӗнӳ тăваятăр. Ытларикун шăнкăравлакан çын умӗнче сăмахпа калайми пысăк парăм туятăр. Ӗçлӗ калаçăва пуçтарăннă чух çутă тум тăхăнни ăнăçу кӳрет. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII

Тунтикун плансене шутланă пек вă­хăтра пурнăçласси пулмасть, çавăнпах усал хыпар сирӗн пата çитеймест. Тавлашакансен хушшинче сирӗн судья пулма тӳр килет. Авторитетăра çухатасран ан хăрăр, чӑнлӑх сумран хаклăрах. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Ытларикун, кӗске пулсан та, çула тухатăр. Эсир ӑнсӑртран çырӑннă вӗренӳ курсӗнчен е вебинартан пӗрле ӗçлеме сӗнӳ килӗ. Эрне варринче шăнасран сыхланăр, çил вӗрекен çӗрте ан ларăр. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X

Ку эрнере музыка сирӗншӗн хӳтӗ­левçӗ те, калас тенине çын патне çитерме пулăшакан курьер та пулса тăмалла. Тахçантанпа кӗтекен укçа сирӗн пата çитме васкамасть, çапах укçасăр юлмастăр. Шăматкун ыркăмăллăх ӗçне туни ырăпа таврăнать.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Такам сире коллективлӑ çăхав çырнă çӗре хутшăнма хӗтӗртет.  Алӑран туяннӑ электроприбор тӗлӗнмелле лайăх ӗçлӗ. Эрнекун юлташăрсемпе тӗл пулни çӗнӗ проект «çуратать». 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Профессири ăнăçлă ӗçӗрсене кая юлса асӑрхасан та преми е Хисеп хучӗ парса чыслӗç. Пуçлăх е аслă çулсенчи тăванăр сире питлет, анчах ку вăлтса калаçни çеç, шифрне тупăр. Юнкун сывлăхăра тимлесе укçа тăкакласа питӗ тӗрӗс тăватăр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Вӗçлемен ӗç тӗлӗке кӗрсе канăçсăрлантарать. Маларах тунă ӗçсемшӗн тӳлев ыйтма вăтанмасан укçа-тенкӗ кӗсйӗре ытларах кӗнӗ пулӗччӗ. Кӗçнерникун компьютер чăхăмлас тейӗ, резерв копийӗсене тусан çакă сире хăратмӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Шыв-шур таврашне, çăлкуç енне чунăр туртать, ан хирӗçлӗр, çитсе килӗр. Ӗçре вӗçленӗ проекта мар, çын тивӗçлӗхне хӳтӗлеме тивет. Енчӗкӗре ăнсăртран хунă лавкка чекӗ сирӗншӗн талисман пулӗ, тăкакланă укçăра тавăрма пулăшӗ. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Телефонпа, электронлă почтăпа – хыпарсем пур енчен капланса килеççӗ. Апла пулин те хăвăр шухăшăра сыхласа хăварăр, пурнăçа кӗртӗр. Кӗçнерникун сӑмах памалла мар – сире тӗрӗс мар ăнланӗç. Эрне вӗçӗнче канма кайсан кирлӗ çынпа паллашатăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп