Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнен пӗрремӗш кунӗсем ăнăçлă иртеççӗ

Шăпах çак вăхăтра интереслӗ, пысăк пӗлтерӗшлӗ пулăмсем кӗтеççӗ пире. Эрнекун укçа-тенке çирӗп тытăр, канмалли кунсене лăпкăн ирттерӗр.

ТАКА 21.III-20.IV 

Нумай çул пӗрле пурăнакан мăшăрсене çăлтăрсем хутшăнусене романтика сӗмӗпе çӗнетме канаш параççӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче теветкелленессинчен тытăнса тăрăр. Электроприборсемпе ӗçленӗ чух питӗ асăрхануллă пулăр. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Эрнен пӗрремӗш çурринче тăрăшса ӗçлени çитӗнӳ тума пулăшӗ. Çăлтăрсем асăрхаттарнине астăвăр — темиçе ӗçе харăс тума хăтланни усă кӳмӗ, пӗр тӗрлипе тăрăшса ӗçлемелле. Эрнен иккӗмӗш çурринче сирӗн çине кам-тăр пысăк витӗм кӳрӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Эрнен малтанхи кунӗсенче хутшăнусене лайăхлатма (уйрăмах çемьере) меллӗ. Хăвăр кăнттам пулмасан эрне вӗçлениччен ума лартнă тӗллевӗрсене пурнăçлама ансат, тавлашу-харкашăва кӗрсе ан кайăр. 

РАК 22.VI-22.VII 

Ума лартнă тӗллев патне çитме теветкелленнине çăлтăрсем ырлаççӗ, анчах сирӗн хăвăрăн утăмсене малтанах шутласа хумалла. Çак кунсенче эсир тунă йышăнусем шăпана улăштарма пултараççӗ. Эрне вӗçлениччен хăвăрпа пӗр шухăшлисемпе нумай хутшăнатăр. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Ушкăнпа вӗренӗве çӳрекенсемшӗн ырă вăхăт ку эрне. Çак кунсенче хăвăрпа пӗр шухăшлă çынсемпе паллашма шанăç пулать. Эрнекун кил-çуртăра хăтлăрах тума тăрăшни пурнăçланать. Суя хыпар илес хăрушлăх пур. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Эрнен пӗрремӗш çурринче ăс-хакăл пуянлăхне ӳстерме, творчествăра çитӗнӳ тума лайăх. Йышăну тунă чух пурнăç опычӗ çине таянни сахал, интуицие шута илмелле. Çак кунсенче çемьепе, кил-çуртпа çыхăннă ыйтусене татса пама хушмаççӗ çăлтăрсем. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Ку эрнере эсир илӗртӳллӗ, çав вăхăтрах çирӗп кăмăллă. Хăвăра ӗçлӗ çын пулнине кăтартни çынсене хăвăр патне туртать. Сирӗн идейăсене тивӗçлипе хаклӗç, хăвăрпа пӗр шухăшлисем вӗсене пурнăçлама пулăшӗç. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Пурлăхпа, укçа-тенкӗпе çыхăннă ыйтусене эрне пуçламăшӗнче татса пама тăрăшмалла. Çын сăмахӗ хыççăн каясран асăрханăр. Çак вăхăтра çывăх çынсемпе чуна уçса калаçни аван, хутшăнусене лайăхлатӗ. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Эрнен пӗрремӗш çурринче çăлтăрсем сире вăй-хăват парӗç, çавăнпа эсир тунтикунранах питӗ хӗрӳллӗ. Нумай калаçатăр, анчах калаçăвăр ӗç çинчен. Хăрушсăрлăхпа çыхăннă ыйтусене татса панă чух çывăх çыннăрпа канашлăр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Кил-çурт ыйтăвӗсене татса пама, куçман пурлăхпа, строительствăпа йышăну тума тунтикунранах пуçламалла. Эрнен иккӗмӗш çурринче астаракан вăйăсене хутшăнмалла мар. Сахал пӗлекен çынсемпе çыхланса кайма хушмаççӗ çăлтăрсем. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Эрнен пӗрремӗш çурринче çӗнӗ çынсемпе паллашма лайăх. Ашшӗ-амăшне ачисемпе пӗр чӗлхе тупма ансат çак кунсенче. Эрнен иккӗмӗш çурринче сывлăха çирӗплетессипе сиплев процедурисем ирттермелле, профилактика тумалла. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Эрнен пӗрремӗш çурринче сывлăхăра çирӗплетессипе мероприятисем ирттермелле. Халăх меслечӗсемпе усă курни, профилактика ирттерни питӗ вырăнлă пулӗ. Кулленхи ыйтусене татса парасси çине пусăм тумалла халь.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп