Тен, пӗрисем кивелнӗ, çӗннисемпе улăштарма вăхăт çитнӗ? Халиччен тунă йăнăшсене тӳрлетме те ансат çак кунсенче. Ӳркенмелле мар, пӗрмай ӗçлемелле, анчах малтан тӗплӗн шутламалла. Майăн 27-мӗшӗнче çӗнӗ уйăх тухать, ăнсăртран каланă сăмахпа çынна кӳрентересрен асăрханăр.
ТАКА 21.III – 20.IV
Сирте халь вăй-хăват «вӗресе» тăрать, тăрук шăртланса каясси те пулать. Вак-тӗвекшӗн ан тарăхăр, палăртнă тӗллев патне çитме тăрăшмалла. Юратнă çыннăра ан хӗсӗрлӗр – ирӗклӗ пулсан хăвăрпа çывăхрах пулӗ, уççăнрах калаçӗ.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Хăтлăхра лăпкăн вăхăта ирттерес тенӗ чух сире енчен енне турткалаççӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче кил-çуртăра, çемйӗре ытларах тимлӗх уйăрăр. Çакă сире юратнă çыннăрсемпе тата çывăхрах пулма пулăшӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Тунтикунранах пурнăçăра, тавралăха улăштарас шухăш канăçсăрлантарӗ сире. Ку эрне çынсемпе хутшăнма меллӗ вăхăт, çакă сирӗн кăмăлăрсем, шухăшăрсем çине те витӗм кӳрӗ. Тахçанхи пӗлӗшӗр сирӗнпе юрату çинчен калаçма хăтланӗ.
РАК 22.VI – 22.VII
Эрнипех иккӗленетӗр, уйрăмах финанс ыйтăвӗсем канăç памаççӗ. Инвестор пулма ан васкăр, укçа-тенкӗре çăмăллăн алăран ан вӗçертӗр. Аçăр-аннӗрпе аслă çулсенчи тăванăрсем уйрăмах хумхантараççӗ сире, вӗсемпе хутшăнусене тытма тăрăшнине çăлтăрсем ырлаççӗ.
АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII
Эсир халь çăлтăртан та çăлтăр пулса тӗнчене çутатма хатӗр. Çак кунсенче кăмăлăра тивӗçтерме сăлтав тупăнать, ку шанăçпа усă курăр. Анчах мăнкăмăлланасран асăрханăр, уйрăмах савнă çын умӗнче.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Эсир халь шухăшăрта кашни утăмăра сӳтсе яватăр, хăвăра питлетӗр. Ытлашши критиклесрен тытăнса тăрăр. Ӗç коллективӗнче сирӗнтен пулăшу кӗтеççӗ, пӗр-икӗ ăшă сăмах та çынсемшӗн пит пӗлтерӗшлӗ. Документсемпе ӗçленӗ чух тимлӗ пулăр.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Киввипе çӗннинчен пӗрне суйласа илмелле сирӗн. Кивви – иртни, сирӗншӗн асаилӳсемпе хаклă, анчах çӗнни – малашлăх. Пуласлăх, ӗмӗтӗрсем пурнăçланасси шăпах унпа çыхăннă.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Сире ирӗксӗрех хирӗçӗве туртса кӗрӗç, уйрăмах ӗçтешӗрсем. Эмоцисене парăнса çын хыççăн ан кайăр, виçине пӗлӗр. Харкам пурнăçра сӗвӗрӗлме пуçланă юрату туйăмӗсем çӗнӗрен вăй илеççӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Тавракурăма аталантарма меллӗ эрне. Сирӗнтен пӗрисене çула тухма тӳр килӗ, теприсем вӗренӳ семинарӗсене васкӗç е ют çӗршыв çыннипе паллашни пит пӗлтерӗшлӗ пулӗ. Харкам пурнăçра компромисс шырăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Питӗ нумай ӗç тума тивет çак кунсенче. Çирӗп дисциплина çеç пулăшайӗ сире вӗсене чыслăн пурнăçлама. Техника, транспорт ванассине те систереççӗ çăлтăрсем, асăрхасах тăрăр. Юратнă çынпа хутшăнусем аван – пӗр-пӗрне ăнланатăр, пулăшатăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Таврари çынсем сирӗнтен пуçару кӗтеççӗ. Идейăсене, уйрăмах творчествăпа çыхăннисене, пурнăçлама лайăх вăхăт. Çак эрнери калаçу сирӗн шухăшсене тӗпрен улăштарать. Юратнă çыннăрпа çепӗçрех пулăр.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Кăмăлăр çурхи çанталăк пек улшăнсах тăрать, хавхалану вара пӗр улшăнми. Эсир тахçантанпа шутласа çӳрекен творчество идейисем пурнăçа кӗме хатӗр. Тӗлӗкӗрсене асра тытăр, шалти туйăмăрсене тимлӗр.
Нет комментариев