Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Хумхануллă эрне

Усаллăх, хăвăрт çилленсе каяслăх палăрать. Кӗтмен йышăнусем тăвасси тата маларах тунă килӗшӳсене пăрахăçласси те пулма пултарать. Халь çӗнӗ килӗшӳсем тума, документсем çине алă пусма тăхтамалла. Вăй-хал çирӗп пулни, интуици çивӗччи кăна пулăшать халь пире.

ТАКА 21.III – 20.IV 
Сирӗн энерги вăйлă, эсир питӗ хастар. Шутласа хунине майӗпен пурнăçлама питӗ аван тапхăр. Харпăр пурнăç сире ирӗклӗхпе хавхалану парнелӗ. Эрне сирӗншӗн лайăх.
 
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Кӗтмен çӗртен çӗнӗ идейăсем пуçа килме пултараççӗ. Анчах вӗсене пурнăçа кӗртес енӗпе питӗ йывăр пулӗ. Хирӗçӳсем сиксе тухни,  кăмăлсăрланни, килӗшӳ тупма йывăрри, тепӗр чух хăвăра тытма пӗлменни ура хума пултарать. Пысăк ӗçсене тата пӗлтерӗшлӗ йышăнусене каяраха хăвармалла. 
 
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Питӗ лайăх эрне. Вăй-хăватпа ăс-тăн çирӗп пулни, кӗске вăхăтрах тӗрӗс йышăну тума пӗлни пулăшать сире. Уйрăмах ӗçре пысăк çитӗнӳсем тăватăр. Çавăнпа «наполеонла» плансем тăвăр та вӗсене пӗр  шикленмесӗрех пурнăçлама пикенӗр. 
 
РАК 22.VI – 22.VII 
Сирӗншӗн вара ку эрне лайăх тееймӗн. Хирӗçӳсемпе, тавлашусемпе çыхăннă тапхăр малалла тăсăлать. Сире хакламаççӗ е хисеплемеççӗ пек туйăнать. Ку вара хутшăнусене татасси патне те çитерме пултарать. Татăклă утăм тума тăхтамалла.
 
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Арăслансенчен нумайăшӗн çак тапхăрта çуралнă кун. Иртнӗ çула тишкерме, пӗтӗмлетӳсем тума, çитес çулталăка планлама калама çук лайăх тапхăр. Вăй-хал çӳллӗ шайра, ăна тытса тăрасси йывăр мар сирӗншӗн. Плансемпе задачăсене пурнăçа кӗртме аван вăхăт. 
 
ХӖР 23.VIII – 22.IX 
Лайăх эрне. Сирӗн умра çӗнӗ майсем уçăлаççӗ. Малашлăха плансем тума ăнăçлă вăхăт. Халь шухăшласа палăртнисем кайран çăмăллăнах пурнăçа кӗрӗç.
 
ТАРАСА 23.IX – 23.X 
Хирӗçӳсемпе, тавлашусемпе, тен, хутшăнусене татнипе те çыхăннă тап­хăр малалла тăсăлать. Çав вăхăтрах шухăшăрсем сапаланчăк мар, малалла мӗн тăвасси пирки сирӗн уçăмлăх пур ӗнтӗ. Ку сире хирӗçӳсенче çирӗп тăма тата шалти туйăмсен шайлашăвне упраса хăварма пулăшӗ. 
 
СКОРПИОН 24.X – 22.XI 
Тӗпрен илсен, хумхануллă эрне. Канăçлăх, шухăшсенче уçăмлăх, ӗçре мӗн хыççăн мӗн тумаллине тупма, палăртма йывăр. Хире-хирӗçле туйăм­сем халтан яраççӗ сире. Хуть мӗнле лару-тăруран та урок илме тăрăшни çак эрнене лăпкă пурăнса ирттерме пулăшать.
 
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 
Позитивлă эрне. Энерги çирӗп, шухăшсем татăклă тата уçăмлă, хăвăр ăнкаруллă. Умра пысăк плансем лартăр, хастаррăн ӗçлӗр – йăлтах  аван пулать. Ку эрне энергийӗ сире пулăшса, малалла утма хавхалантарса пырать тейӗн. 
 
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 
Шухăш-кăмăл улшăнчăк ку тапхăрта. Е çилленсе каясси тата тарăхасси пулкалать, е вăй-хал чакать – кун пек режим ӗçлеме пачах юрăхлă мар. Анчах эсир халь малашлăха хăюллăнах планлама пултаратăр, мӗншӗн тесен пуласлăха нихçанхинчен лайăх куратăр, перспективăсене ăнланатăр. 
 
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Пăлхануллă эрне. Сирӗн энерги нумай, анчах унпа тӗрӗс усă курас енӗпе йывăрлăхсем пур. Шалти шайлашу çукки, тӗллевсемпе ориентирсене çухатни чăрмантарать. Хăвăрăн энергийӗре халь спорт е вăй-хал ыйтакан ытти ӗç çине ярсан усăллăрах пулӗ. Ку шалти шайлашăва тупма та пулăшӗ. 
 
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 
Эрне самаях лăпкă, кăшт позитивлă та. Хăвăр пурнăçăр çине кайăк вӗçевӗ çӳллӗшӗнчен пăхма, тунă çитӗнӗвӗрсене хак пама, перспективăсене палăртма, философилле шухăшлама аван вăхăт. Эрне пӗтӗм лару-тăру çине лайăх енчен пăхма пулăшӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп